Вулавăшри курав йĕрке хуралĕпе çыхăннă

Категория: Публикации Опубликовано: 26.10.2021, 10:16 Просмотров: 200

Патăрьелĕнчи централизациленĕ библиотека системинче Раççей прокуратури ĕçлеме пикеннĕренпе 300 çул çывхарнă май "Саккун хуралĕнче" ("На страже закона") курав-стенд йĕркеленĕ.

Куравра çĕнĕ саккунсемпе, РФ кодексĕпе, саккунлăхпа çыхăннă хаçат-журналпа тата буклетсемпе, прокуратурăн аталану çулĕн историйĕпе, çавăн пекех Патăрьел районĕн прокуратурин ĕç саманчĕсемпе паллашма пулать.

Раççейре прокуратура службине йĕркелесе яни 2022 çулта 300 çул çитет. Историрен ăна I Петĕр патша вăхăтĕнчех туса хуни паллă. Паян Раççей прокуратури саккунлăха хỹтĕлес, обществăлла йĕркелĕхе сыхлас тĕлĕшпе пысăк та яваплă ĕç туса пырать. Вĕсен ĕçĕ тỹрреммĕнех граждансен ирĕкне, вĕсен интересĕсене хỹтĕлессипе çыхăннă.

Сăмах май каласан, 2021 çулхи июнĕн 3-мĕшĕнчен Патăрьел районĕн прокуратурине Андрей Афанасьев ертсе пырать.

А. НИКОЛАЕВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика