ÇАК кунсенче 60 çул тултарнă Г. Шарафутдинова Шăнкăртамра палламан çын та сахал пулĕ. Вăл ялта темиçе хутчен те вырăнти хăй тытăмлăх депутачĕ пулнă. Виçĕ ача ашшĕ ял çыннисен пурнăçне лайăхлатас, тутар халăхĕн культурине, тĕн йăли-йĕркине аталантарас тесе нумай вăй хурать. Гадельзян Алимзянович "Чăваш Республикинчи тутарсен наципе культура автономийĕ" обществăлла организацийĕн канашĕн членĕ. Вăл ял инфратытăмне ырă енне улăштарас, çамрăксемпе ваттисен хушшинчи çыхăнăва тата ытларах тĕреклетес, тăван чĕлхене, йăла-йĕркене упрас тесе те нумай ĕç тăвать. Унăн пысăк ĕçне хак парса тата çуралнăранпа 60 çул тултарнă ятпа РФ Патшалăх Думин депутачĕ, ФНКАТ (федеральная национальная культурная автономия татар) Канашĕн председателĕ И.Гильмутдинов общество хастарне Тав çырăвне çитернĕ.
Ноябрь 2024 |