Çанталăк шăнтиччен йывăç тунине тимĕр щеткăпа тасатмалла, "сурансене" варпа сĕрмелле. Ăна килте те хатĕрлеме май пур: 200 грамм ăвăса, 250 г солидола, 50 г хыр сухăрне ирĕличчен уйрăмшар ăшăтмалла. Унтан банкăра хутăштармалла. Ытлашши çăра пулсан ỹсен-тăран çăвĕ хушмалла. Шĕвеккине çăратма йывăç кĕлне алласа ямалла. Пысăках мар "сурана" марганцовка шĕвекĕпе те сиплеме юрать.
Йывăçсене (улмуççи, слива, груша) хĕл лариччен шуратсан аван. Мĕншĕн тесен вĕсемшĕн хĕллехи хĕвел çути сиенлĕ. Çанталăк вылянса тăрсан - шартлама сивĕ хыççăн сасартăк ăшăтса ярсан - сĕткенĕ шăнма, хуппи çуркаланма пултарать. Шăшипе мулкач та шуратнă йывăç тунине тĕкĕнмеççĕ. Анчах çак ĕçе çанталăк шăнтиччен, типĕ те уяр кун пурнăçламалла. Лавккара ятарлă хутăш сутаççĕ. Ăна килте те хатĕрлеме май пур: 15 пай известь, 2 пай пăхăр купоросĕ, 1 пай столяр çилĕмĕ, 1 пай сĕт. Йывăç хуппине щеткăпа пылчăкран, тусанран, мăкран тасатмалла. Çĕртен пуçласа пĕрремĕш турат таран шуратмалла.
Ноябрь 2024 |