Сĕтлĕ ĕне туянасчĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 29.10.2021, 15:33 Просмотров: 231

Кăçал ĕне туянасшăн. Анчах пур чухне те сĕтлĕ выльăх лекет теме йывăр. Мĕне пăхса туянмалла-ши ĕнене?

 А. ПЕТРОВА

 Май пулсассăн ĕнене хăвăр ялта е çывăхри ялсенчен туянма тăрăшăр. Мĕншĕн тесен выльăх сĕтлине, унăн амăшĕ мĕнлерех пулнине ялти çынсем лайăх пĕлсе тăраççĕ.

Сĕтлĕ ĕнен çилли пысăк, анчах тачка ашлă мар. Вăл кăштах каялла тухса тăрать. Çилĕ çинче тымарĕсем те лайăх палăрмалла. Ĕнен чĕччисем вăрăм, пысăк пулмалла.

Сĕтлĕ пулнине пĕлтерекен тепĕр паллă вăл - ĕне пуçĕ тăрăхла пулни. Хăлхи çинчи тирĕ çỹхе, мăйракисем çирĕп, тĕксĕм мар. Куçĕсем пысăк, таса, куç хупанки тĕксĕр. Лайăх ĕнен сăмси шăтăкĕсем йăлтăртатаççĕ, анчах та ытла йĕпе пулмаççĕ.

 Мăйĕ вăрăм, ансăр, кăкăрĕ тарăн, анлă пулать. Çурăмĕ тỹрĕ, вĕче шăмми çирĕп. Сĕтлĕ ĕнен хырăмĕ пысăк пулмалла. Урисем ытлашши çỹллĕ мар, сарлака чĕрнеллĕ пулсан, ĕне сĕтлĕ. Лайăх ĕнен хỹри вăрăм пулать, вĕçĕ вара шăпăр пек кăштах сапаланса тăрать.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика