РАЙОН администрацийĕн çумĕнчи çул çитмен ачасен правине хỹтĕлес енĕпе тимлекен комиссин черетлĕ ларăвĕнче административлă право йĕркине пăснипе, ашшĕ-амăшĕ хăйсен тивĕçне кирлĕ пек пурнăçламаннипе тата ыттипе çыхăннă ыйтусене пăхса тухрĕç. Районти полици сотрудникĕсем йĕркене пăхăнманнисен ячĕпе çырнă протоколсем хушшинче çул çитмен ачасем водитель удостоверенийĕсĕр автомашинăпа çула тухнă тĕслĕхсем те пур. Вĕсенчен пĕри 14 çулта çеç пулнă! Юрать-ха, çамрăк "водительсем" аварилле лару-тăру туса хуман е хăйсем инкек курман... Çул çитмен ачасем çул-йĕр правилине пăхăнманшăн саккунпа килĕшỹллĕн ашшĕ-амăшне -5-шер пин тенкĕ штраф пачĕç. Сăмах май каласан, юлашки вăхăтра çакнашкал тĕслĕхсене комиссинче час-часах пăхса тухаççĕ. Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕн ку тĕлĕшпе хăйсен тĕпренчĕкĕсенчен çирĕп ыйтмалла.
Ноябрь 2024 |