Пирус - этемшĕн чи хăрушă та усал тăшмансенчен пĕри пулнине пурте лайăх пĕлетпĕр. Апла пулин те ун тыткăнне лекекенсен шучĕ çулсеренех ỹссе пырать. Çав шутра республикăри статистика кăтартăвĕсем, паллах, шухăша яраççĕ. Раççейри шкул ачисен 30-35 проценчĕ сигаретпа туслашма ĕлкĕрнĕ иккен. Чăваш Енре вара 18 çул тултарман çамрăксенчен 15 проценчĕ туртать. Уйрăмах хальхи вăхăтра çитĕнекен ăру хушшинче электронлă пирус анлă сарăлнă. Çавна май Кивĕ Ахпỹртри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулти 8 класра вĕренекенсем класс ертỹçипе "Çук! - теме вĕрен. Пирус этемшĕн вĕри çĕлен" ятпа калаçу ирттерчĕç. М.Табакова вĕрентекен тăтăш пируспа иртĕхекен хăй сывлăхне хавшатни, кун-çулне кĕскетни çинчен сăмах пуçарчĕ. Çав шутрах çемье бюджетĕнчи мĕн чухлĕ укçа-тенкĕ сывлăша тухса кайни пирки те асăнса хăварчĕ. Калаçу вăхăтĕнче саккăрмĕшсем пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлавĕн кăтартăвĕсемпе те паллашрĕç. "Турă панă сывлăха упрама вĕренесчĕ", - тесе пĕтĕмлетỹ турĕç юлашкинчен вĕренекенсем.
М. ИЛЬИНА.
Ноябрь 2024 |