ПУРНĂÇĂН телейĕ - пĕр-пĕрне суйласа илнĕ мăшăр нумай-нумай çул пĕрле килĕштерсе пурăннинче. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче ун пек çемье сахал мар. Акă, ноябрь уйăхĕнче çеç Нăрваш Шăхалĕнчи Николайпа Антонина Алексеевсем, Тăрăнти Иванпа Таисия Думилинсем, Алманчăри Леонидпа Алевтина Думилинсем, Шăхачри Владимирпа Галина Тюкаловсем пĕр сукмакпа утма пуçланăранпа 50 çул çитнине паллă тăваççĕ. Ылтăн туй çемьесемшĕн пысăк пулăм.
Çак уйăхрах район администрацийĕн ЗАГС пайĕпе тăван-пĕтенĕ Нăрваш Шăхалĕнчи Николайпа Роза Анисимовсене изумруд (55 çул пĕрле), Пăлапуç Пашьелĕнчи Иванпа Ольга Храмовсене бриллиант (60 çул пĕрле), Турханти Василийпе Лидия Трошкинсене тимĕр туй (65 çул пĕрле) ячĕпе саламлĕç, юрату хĕлхемне ĕмĕр тăршшĕпех упракан çемьесене малашнехи пурнăçра сывлăх та пархатар сунĕç.
Ноябрь 2024 |