Ял хăвачĕ - сỹнми туслăхра

Категория: Публикации Опубликовано: 12.11.2021, 09:45 Просмотров: 275

Ял аталанăвĕ, çынсене пурăнмалли, канмалли, сывлăха тĕреклетмелли хăтлă услови туса парасси - ял тăрăхĕн администрацийĕн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри. Çак ыйтусене кал-кал та ăнăçлă пурнăçа кĕртсе пырас тесен чăн малтанах вырăнти влаçпа халăх хушшинче ăнлануллă та тачă çыхăну пулни пĕлтерĕшлĕ. Ушкăн сурмасан кỹлĕ те типсех пырать. Пĕрлĕхре çеç вăй, тĕрек, аталану... Çакна та палăртса хăварас килет. Хальхи вăхăтра ял хавалĕсĕр, халăх пулăшăвĕсĕр, ыр кăмăллăхсăр хăв çуралса ỹснĕ тăван тăрăх та кирлĕ пек çĕнелеймĕ, капăрланаймĕ. Çакна Алманчă ял тăрăхĕнче пурăнакансем ăнланса йышăнаççĕ. Çавăнпа та вĕсем ял илемĕшĕн çеç мар, ĕлĕкхи ырă йăласене манăçа кăлармасăр пĕлтерĕшлĕ вырăнсене "чун" кĕртессишĕн пĕр çын пек кар тăраççĕ те.

Юлашки çулсенче пушă çуртсен йышĕ ỹссе пыни пăшăрхантарать паллах.

 Çак ялта та паянхи кун 325 хуçалăхран 222-шĕнче çеç каçсерен çутакан çутă чуна ăшăтать. Ыттисенче вара тăтăшах пурăнакан çын çук темелле. Вăрман çумĕнчи сăртра вырнаçнă яла ултă урам, тăватă тăкăрлăк пĕр чăмăра çыхăнтарса тăрать. Маларахри çулсенче кунта Ленин, Советсен, Хитров ячĕллĕ урамсене асфальтлă çулпа çыхăнтарнă. Ыттисене те йĕпе-сапара автомашинăпа кĕрсе тухма пулать. Кăçал Алманчăра ял тăрăхĕн вăйĕпе Чапаев, Советсен урамĕсенчи çулсене вак чул сарса тирпейленĕ, Ленин урамĕнчи шăтăк-путăка юсаса йĕркене кĕртнĕ. Çак ялта икĕ-виçĕ çул каялла пурнăçа кĕртме пикеннĕ "çỹп-çап реформине" кирлĕ пек йышăннине те палăртса хăвармалла. Кашни урама вырнаçтарнă контейнерсене хуçалăхран тухакан хытă каяшсене çеç тăкма тăрăшаççĕ, вĕсене тирпейлĕ тытаççĕ, çăмăллăхсемшĕн тỹлесси те ăнăçлă пулса пырать. Сăмах май каласан, иртнĕ кĕркунне ял тăрăхĕ контейнерсен йĕри-таврашне вак чул сарса тирпейлерĕ. Ял çыннисем урамсене те май пур таран çỹп-çапран тасатсах тăраççĕ, йывăçсене те шуратаççĕ.

Вырăнта "Чи лайăх хушма хуçалăх" конкурса йĕркелени те çынсен культура шайне ỹстер-ме, урамсемпе тăкăрлăксене тирпейлĕ тытма май панине пĕлтерчĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ. Кăçалхи тупăшăва ултă çемье хутшăннă. Хитров урамĕнчи Андрей Петрович Павловăн хуçалăхĕ конкурсра çĕнтерсе "Ял тăрăхĕнчи кăтартуллă хуçалăх" хисеплĕ ята çĕнсе илнĕ. Çак ĕçе малашне тата ытларах сарасшăн. –

 Паян ял унчченхи евĕр кĕрлесе тăрать тееймĕн. Пытарма кирлĕ мар, вăхăтĕнче Алманчă ялĕ çĕр ĕç фирмин вăйĕпе чылай çĕнелсе, аталанса юлчĕ. Халĕ, паллах, ун пек майсем çук. Çавна май ял тăрăхĕн бюджечĕ те пуян мар. Апла пулин те пуçа усмастпăр. Мĕн пур майпа усă курса ял халăхĕн ыйтăвĕсене чылай чухне пĕрлехи вăйпа, район администрацийĕн пулăшăвĕпе татса пама тăрăшатпăр. Яла аталантарас, капăрлатас тĕллевпе ĕмĕтсем пысăк. Пурнăçламаллисем, ял инфратытăмĕпе çыхăннă ыйтусем чылай. Çитес çул чăн малтанах федераллă программăпа Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă палăка тата унăн таврашне хăтлăх кĕртме планлатпăр. Ял уявĕ иртекен лапамра культурăллă канма кирлĕ услови тăвасси те тĕп шухăшсенчен пĕри,- пĕлтерчĕ Алманчă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владимир Киргизов.

Шалти ĕçсен службин ветеранĕ яваплă ĕçе пикенни çулталăк çитрĕ. Çынсемпе курса калаçнă, ялпа паллашнă хыççăн кĕске тапхăртах çĕнĕ ертỹçĕ халăх умĕнче "присяга" йышăнса шанăçа кĕни сисĕнчĕ. Чăн малтанах çак ялта тирпей-илем ыйтăвне тĕпе хунине хакламалла. Вĕсем ял-йышпа çуркунне те, кĕркунне те тăтăшах субботниксенче тăрăшаççĕ. Масарпа чиркỹ территорине, ял урамĕсене çеç мар, çырма-çатра таврашне те, çул хĕррисене те хыт хураран, çỹп-çапран тасатаççĕ. Сăмах май каласан, паян Ваньки хыçĕнчи (халăхра çапла калаççĕ) çырма лапамĕнчи сăваплă вырăн (купель) шухăшĕ шăпах ял çыннисемпе çак таврашра субботник йĕркеленĕ чухне çуралнă. Хыт хурана тасатнă май унтан та кунтан тапса тăракан çăл шывĕн çулĕсене асăрханă хыççăн вĕсене пĕрлештерсе пĕр вырăна пуçтарма шут тытнă. Çак ыйтăва çийĕнчех граждансен пухăвĕнче халăхпа, депутатсемпе, обществăлла канаш членĕсемпе, старостăпа сỹтсе явнă хыççăнах ял хастарĕсем пархатарлă ĕçе пикеннĕ. Эпир пынă кун та хĕрỹ ĕç вĕретчĕ. Н. Лукьянов, Б. Хадаров, И. Горбунов, П. Киргизов, Н. Чихин тата ыттисем те Алманчăсене вăй-хăват паракан çăла туса пĕтерес тесе тăрăшаççĕ. Ыр кăмăллăхпа тăвакан вырăна Улатăр тата Пăрачкав епархийĕн III округ благочиннăйĕ Николай Марков протоиерей сăвапласа пил панă хыççăн ĕç пушшех те кал-кал кайнă. Ялта пурăнакан хастарсем çеç мар, унăн тулашĕнче пурăнакансем те 10-20-шер пин тенкĕ куçарса парса пулăшнă. Пухăннă укçаран пура, хĕреспе куполне, ытти строительство материалĕсене туяннă.

 Чан сасси тата таса ĕненỹ чуна хăват парать

 Шкул тата чиркỹ - ял илемĕ, кунта пурăнакансен мăнаçлăхĕ. Алманчăсем ку тĕлĕшпе телейлĕ: вĕренỹ учрежденийĕ те ĕçлет, ялта чунта ăшă туйăм вăратакан чиркỹри чан сасси те ян! каять. Малтанхи кĕлĕ çурчĕ вырăнĕнче нумай вăхăт иртнĕ хыççăн Николай Федоров ял хастарĕ тăрăшнипе (йывăр тăпри çăмăл пултăр) вăтам шкул картишне часовня туса лартнă. Аслă урам хĕресленнĕ вырăнта 1997 çулта вара Турра ĕненекенсем валли чиркỹ ĕçлеме пикеннĕ. Пỹлĕх пỹрсен сукмакран та çул пулать тенĕ. Халĕ кунта пурăнакансемшĕн кĕлĕ çурчĕ çеç мар, вăрманалла кĕрекен çултан аякрах та мар скит уçăлни те Алманчăсемшĕн авалхи историе малалла тăснипех çыхăннă. Пĕр ĕмĕр ытла каяллах Çтаппан Пахомов текен чăваш çак вăрмантах мăнастир уçнă пулнă-мĕн. Самана синкерлĕхне пула вăл малалла аталанайман. Вĕсене хăваласа, салатса янă. Сăмах май каласан, хальхи вăхăтра çав мăнастир (вăл паянхи мăнастиртен аякра мар) вырăнĕнче пусă çеç упранса юлнă. Ял хастарĕ Борис Хадаров каласа панă тăрăх çак вырăна вĕсем 10-11 çул каялла шыраса тупнă, пусса тасатса кунта хĕрес вырнаçтарнă, тирпейлесе тăнă. Хальхи вăхăтра вара ăна çĕнĕрен тасатса çăла бетон çавракасемпех тĕреклетнĕ. Ял историйĕшĕн пĕлтерĕшлĕ вырăна нумай пулмасть çеç тепĕр хут тасатса тирпейленĕ, ун таврашĕнче ашкăрса кайнă йывăçсене тасатнă тата ытти те. Паян кунтан ял çыннисем те, таврарисем те сăваплă шыва ĕçсе савăнаççĕ.

А. ЕГОРОВА

 Хаклав Николай ЧИХИН, ял старости:

- Халăхпа пурăнакан халсăр мар. Çавăнпа та эпир ялта кирек мĕнле ыйтăва та вырăнти администраципе, ял-йышпа сỹтсе яватпăр. Пĕр-пĕрне ăнланса тăрăшсан ĕç те ăнать. Алманчăсем вĕсем ĕçчен те матур, пултаруллă çынсем. Эпĕ староста тивĕçне тăххăрмĕш çул пурнăçлатăп. Çиччĕмĕш теçетке тултартăм пулин те общество пурнăçĕнчен уйрăласшăн мар-ха. Ял илемĕшĕн, унăн аталанăвĕшĕн яланах халăхпа пĕрле тăрăшма хатĕр.

Галина ИВАНОВА, Алманчăри Общество канашĕн председателĕ:

- Ял çĕнелсе, капăрланса пынине пăхмасăр ырă йăла-йĕркене, истори пĕлтерĕшлĕ вырăнсене упраса, сыхласа хăварассишĕн тăрăшатпăр. Ку тĕлĕшпе ял администрацийĕпе ял-йыш пĕр çăварта темелле. Общество канашĕ те çакнашкал ĕçсенчен айккинче юлмасть. Халăх хастарлăхĕпе, уйрăм çынсен ыр кăмăллăхĕпе çĕкленнĕ хăтлă купеле Кăшарни (Крещени) уявĕ тĕлне хута ярасшăн. Хамăрăн тĕн йăли-йĕркине пăхăнса пурăнни, асатте-асаннесен йăлине упрани ял халăхĕн туслăхне, пĕрлĕхне çирĕплетме, яла аталанма çеç пулăшĕ.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика