Толерантлăх тата нацисем хушшинчи хирĕçỹ. Мĕнле çыхăннă вĕсем? Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкулта çак темăпа 9 класра туслăх урокĕ ирттерчĕç. Ăна акăлчан чĕлхине вĕрентекен А.Сулеймановапа музыка учителĕ Л.Хасянова йĕркелерĕç.
Тĕнчере толерантлăх (чăтăмлăх) кунне çулленех ноябрĕн 16-мĕшĕнче палăртаççĕ.
Мероприяти тĕллевĕ вĕренекенсен пĕр-пĕр пулăм патне пĕрешкел пăхассине аталантарасси, кирек хăш наци халăхĕпе те туслă пурăнассине мала хурасси пулчĕ. Урокра нацисем хушшинчи туслăха çирĕплетмелли пирки калаçрĕç. Вĕренекенсем "Толерантлăх" вăййа явăçрĕç. Урок "Килĕшỹллĕ çемье" хайлавпа вĕçленчĕ. Çакăнтах çитĕнекен ăру пурнăç никĕсĕ юратура, чăтăмлăхра, пĕр-пĕрне каçарнинче пулнине çирĕплетрĕç.
А. ИВАНОВА
Ноябрь 2024 |