Ваттисенче - ăс, çамрăккисенче - вăй

Категория: Публикации Опубликовано: 16.11.2021, 09:59 Просмотров: 243

Ялта пурăнакан çынсен кун йĕрки питĕ çирĕп. Ирпе ир тăмалла. Картишĕнче выльăх çителĕклех. Ĕнене вăхăтра сумалла. Сĕтне пуçтарма килеççĕ. Çуллахи вăхăтра ăна икĕ кун тытса тăраймастăн. Йỹçĕхме пултарать. Кану кунĕ пачах та çук. Тулти ĕçе тирпейленĕ çĕре ачасене вăратма вăхăт çитет. Вĕсене шкула, садике хатĕрлемелле.

Çакнашкал кун-йĕркине хăнăхнă Сител ялĕнчи М.Выросова. Виççĕмĕш ачипе декретлă отпускра ларнăран та-тăр.

Пурте хĕрарăм çине тиенмест хуçалăхри ĕç. Мăшăрĕ, пăятамăшĕ ытларах выльăхсем патĕнче. 12 çулхи Данил та лаша кỹлме маçтăр. Аслисем ерçеймен вăхăтра апат пама та, айĕсене тасатма та ỹркенмест.

Тепĕр чухне ялта çакнашкал килĕшỹллĕ çемье пурăннине асăрхамастпăр та. Вĕсенчен тĕслĕх илмелли вара пурах. Аслисемпе ывăлĕпе кинĕ 15 çул пĕр сăмахра килĕштерсе пурăнаççĕ. Пĕрне-пĕри ăнланнăран, хисепленĕрен çуртра чашăк-тирĕк шăкăртатмасть.

Ăçта çуралнă, çавăнтах кирлĕ пулнă, теççĕ. Çак ялтах çитĕннĕ Марина Ивановна. 9 класс хыççăн Ульяновск облаçĕнчи Нагаткинра повара вĕреннĕ. Унтан Шупашкарта ĕçе вырнаçнă. Шăпи вара ăна Владимир Дмитриевичпа пĕрлештернĕ. Çамрăк çемье ялта тымар яма шут тытнă. Кинĕ Первомайскинчи "Шуçăм" ача садне повара вырнаçнă. Яваплăхĕ пысăк. Садике çỹреме пуçланă çамрăк ачасем валли те, шкула кайма хатĕрленекеннисем валли те техĕмлĕ апат пĕçермелле. Т.Шуряковăпа пĕрле ĕçленĕ Марина.

Апат-çимĕç пĕçерме çеç ăста мар М.Выросова. Алли пурин патне те пырать. Çыхма та маçтăр.

Пурнăçран пĕрре те юлмасть тесшĕн Маринăна. Участокри суйлав комиссийĕн членĕ пулнăран сасăлав йĕркеллĕ ирттĕр тесе сахал мар тăрăшать.

Уявсенче сцена çине тухать. Аннесен конкурсĕнче вăл малти вырăна çĕнсе илни те пулнă. Çывăх çыннине хавхалантарма Дианăпа Данил та хутшăннă.

- Кирек хăш мероприятие те хутшăнма ỹркенмест М.Выросова. Пĕринче ăна ача сачĕн коллективĕпе ГТО нормативне пурнăçланă çĕрте куратăн. Ача сачĕсен спартакиадисене те сиктермест. Тепринче пĕр-пĕр уявра юмахсенчи персонаж ролĕнче тĕл пулатăн. Ялти клубра йĕркелекен выставкăсене явăçать. Ачисемшĕн кăтартуллă анне вырăнĕнче вăл,- тет ял тăрăхĕн администрацийĕн специалисчĕ Н.Ермошкина.

Мăшăрĕ ĕçре чухне лаша кỹлме те, техникăпа çỹреме те пултарать Марина Ивановна. Кĕçĕн ачине садике те автомашинăпах илсе çỹрет.

- Яла юлнишĕн пĕртте ỹкĕнместĕп. Кăмăла каякан ĕç пур. Ăрăва малалла тăсакансем ỹсеççĕ. Хамăн та, мăшăрăн та ашшĕ-амăшĕ сывлăхпа çỹреççĕ. Сывлăшĕ уçă. Усă куракан çĕр çителĕклĕ. Унта хамăра мĕн кирлине пурне те çитĕнтерме пулать. Кỹршĕ-аршăпа килĕшỹре. Кунтан ытла тата мĕн кирлĕ. Коронавирус инфекцийĕ никама та ан çулăхтăрах. Прививкине тутарнă-ха,- тет М.Выросова.

Çурт никĕсне тытакансем пурришĕн хĕпĕртеççĕ Дмитрий Петровичпа Лидия Пантелеймоновна та.

Ял çыннин чăнах та ыйхи кĕске. Кирек хăш выльăхĕ те пур Выросовсен картишĕнче. Сăвăнакан ĕни çеç виçĕ пуç. Кун пек чухне пăянамăш правурлăхĕ кинне куçать, теççĕ. Çаплах иккен.

А. АСТРАХАНЦЕВА.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика