Бюджета пĕрремĕш вулавпа йышăннă
Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн черетлĕ тăваттăмĕш сессийĕ ытларикун Леонид Черкесов спикер ертсе пынипе тата ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев хутшăннипе иртнĕ. Пĕрремĕш тапхăрĕнче депутатсем çичĕ саккун проектне тишкерсе ырланă. Çапах тĕп ыйту, паллах, республикăн 2022 çулхи тата планпа пăхнă 2023, 2024 çулсенчи бюджечĕ çинчен калакан саккун проекчĕ пулнă. Ăна парламент пĕрремĕш вулавпа йышăннă, иккĕмĕш вулава сессин ноябрĕн 26-мĕшĕнче иртмелли иккĕмĕш тапхăрне хăварнă. Бюджет проекчĕпе финанс министрĕ Михаил Ноздряков паллаштарнă. Республикăн 2022 çулхи бюджечĕн тупăшне 67 миллиард тенкĕ шайĕнче палăртнă. Ку виçе кăçалхи бюджет тупăшĕнчен самай пĕчĕкрех. Çапла, хальлĕхе пĕчĕкрех, анчах кăçалхи бюджетăн çулталăк пуçламăшĕнче çирĕплетнĕ виçинчен самай пысăкрах. Кăçалхи бюджет та çулталăк тăршшĕпе темиçе хут тỹрлетнĕ май палăрмаллах пысăкланнă, çитес çулхи хысна тĕлĕшпе те çаплах пулĕ. Мускав паракан укçа виçи хушăнасси халех паллă - бюджета иккĕмĕш хут тишкернĕ чухнех çав хушăма шута илме май пулĕ, çавнашкал хушăмсем кайран та пулмалла.
Наци проекчĕсем мĕнле пурнăçланнине тишкернĕ
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Правительство çуртĕнче республикăра федерацин наци проекчĕсене пурнăçласа капиталлă строительство объекчĕсене тăвассине, вĕсене реконструкцилессине тата тĕпрен юсассине тивĕçтерес тĕлĕшпе ĕçлекен штабăн ларăвне ирттернĕ. ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ - строительство, архитектура тата пурăнмалли вырăнпа коммуналлă хуçалăх министрĕ Павел Данилов республикăра наци проекчĕсене пурнăçласа капиталлă çурт-йĕр тăвас, ăна реконструкцилес, юсас ĕç епле пыни çинчен пĕлтернĕ. Олег Николаев кăçал пурнăçламалли мĕн пур ĕçе çулталăк вĕçлениччен туса пĕтерме хушнă.
Тăван литературăна вĕрентмешкĕн çĕнĕ кĕнекесем тухнă
1-мĕш класс ачисем валли кăларнă "Литература вулавĕ" кĕнекен авторĕсем - В.И. Игнатьева, Н.Н. Чернова тата Л.В. Николаева. Пĕчĕккисем валли вĕсем тĕрлĕ йышши хăнăхтару хатĕрленĕ. Кашни хайлав хыçĕнче çĕнĕ сăмахсене тата сăмах майлашăвĕсене вырăсла куçарни пур. Кашни темăрах - мĕнле те пулин çĕнĕлĕх.
Дон çинчи Ростова самолет вĕçĕ
Сывлăш транспорчĕн федераци агентстви 2022 çулта субсидипе тивĕçтерме палăртнă авиарейссен списокне çирĕплетнĕ. Çак шута 372 маршрут кĕнĕ, виççĕшĕ - Шупашкартан. Вĕсене "ИрАэро авиакомпани пурнăçлĕ. Минерал Шывĕсем тата Краснодар хулисемпе пĕрлех çитес çул Дон çинчи Ростова та Шупашкартан тỹрĕ рейспа вĕçме пулĕ. Расписанипе каярах паллаштарĕç.
Ноябрь 2024 |