Çак "илем" ял-сăпатне нĕрсĕрлетмест-ши?

Категория: Публикации Опубликовано: 19.11.2021, 09:59 Просмотров: 210

ШĂНКĂРТАМ ял тăрăхне кĕрекен Кзыл Камыш ялĕ юлашки çулсенче чылай çĕнелсе капăрланчĕ. Кунта ача-пăча, спорт лапамĕ, кану вырăнĕ тата ытти те ял халăхне савăнăç кỹрет. Урамсене асфальт çулпа çыхăнтарни те ял инфратытăмĕ аталаннипех çыхăннă. Анчах та çав вăхăтрах яла нĕрсĕрлетекен тĕслĕхсем те тĕл пулаççĕ-мĕн. Шăпах çакăн пирки пăшăрханса арçын редакцие çитнĕ. Школьная урамри райпо магазинĕпе юнашар (вăл темиçе çул ĕçлемест ĕнтĕ) кивĕ хуралтăсене пăснă хыççăн çак лаптăк пушаннă. Ку вырăнта ФАП çĕклес ыйту пирки те калаçнăран çак çĕре никама та усă курма ирĕк паман-мĕн. Анчах та пĕр çемье ун таврашне карта тытса илнĕ те ял варринчи уçă вырăнтах мăйракаллă шултра выльăх усрама пикеннĕ. Сас-хура тăрăх, çĕре арендăна илнине пĕлтерчĕ арçын. Çанталăк сивĕтрĕ пулин те унтан иртсе çỹренĕ чухне паян та ырă мар шăршă кĕрет. Çуллахи шăрăх çанталăкра вара ял варринчи çак "илем" çынсене тарăхтарни, Кзыл Камыш сăн-сăпатне начар енне улăштарни каламасăрах паллă.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика