Иккĕленчĕклĕ хутаç пирки тỹрех полицие пĕлтерĕр!

Категория: Публикации Опубликовано: 19.11.2021, 09:59 Просмотров: 250

ИНКЕК никама та куçа курăнса килмест. Çапах та пурнăçра кирек мĕнле лару-тăрура та унтан хамăрăн сыхă пулмалла, асăрханмалла. Çак кунсенче хаçат редакцине район центрĕнчи çыхăну почта умĕнчи чарăнура папка евĕр сумка пăрахса хăварнине пĕлтерчĕç. Ăна, паллах, çын васканă май та мантарса хăварма пултарнă. Çапах инкек-синкекрен асăрханас тĕллевпе сумкăна е тĕркеме тытса пăхма е уçма юрамасть. Ун вырăнне çийĕнчех район полицине пĕлтерни лару-тăрăва уçăмлатма çеç пулăшĕ. Мĕншĕн тесен хутаçра сирпĕнекен, çын сывлăхне сиен кỹрекен япала та пулма пултарать. Сахал-им ку чухне çĕршывра террорла пулăмпа çыхăннă пăтăрмахсем? Хамăр енчен эпир редакцие шăнкăравпа тухнă çынна пĕр тăхтаса тăмасăр кун пирки йĕрке хуралне хыпарлама сĕнтĕмĕр.

Хисеплĕ вулаканăмăрсем! Йĕрке хуралĕпе, çын сывлăхĕпе çыхăннă кирек мĕнле ыйтăва пайăрлатма та район полицине 6-14-92 телефонпа шăнкăравласа пĕлтерĕр.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика