Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкула географи учителĕ А.Кузнецова йĕркеленипе географи наукине юратакансем çĕршывра иртекен диктанта çырма пуçтарăнчĕç. Вырăнти шкулти 28 вĕренекенпе 4 вĕрентекен, çавăн пекех ытти вĕренỹ учрежденийĕсенчи çак предметпа пĕлỹ паракансем диктантри ыйтусемпе кăсăкланчĕç. Тĕрĕслев 2 пайран, мĕн пурĕ 40 ыйтуран тăчĕ. Ыйтусем пурте питĕ интереслĕ. Вĕсем ытларах хамăр çĕршыври çут çанталăкпа, тĕрлĕ халăх пурнăçĕпе, çул çỹревçĕсемпе, субъект тата хуласемпе çыхăннă.
Калăпăр, çĕршыври чи пысăк регион мĕн ятлă, ют çĕре каякан газ пăрăхĕ мĕнле тинĕссен айĕнчен пырать, хăш хуласем пĕр тăрăха вырнаçнă, йышлă йывăç ячĕ мĕнле тата ытти интереслĕ ыйтусем. Диктант çыракансем пурне те интересленсех хуравлама тăрăшрĕç.
Акцие хутшăннисем вырăс географи обществин свидетельствине илме тивĕçлĕ пулчĕç.
С. ЕЛКИН, Сăкăтри вăтам шкулти географи учителĕ.
Ноябрь 2024 |