Пурте çамрăк-ха, пурте малашлăха çутă ĕмĕтсемпе хавхаланса пăхаççĕ... Ахпÿртри виçĕ шураппан çулĕ çакăнта тĕл пулнă та ĕмĕрлĕхе çирĕп туслăхпа çыхăннă – 44 çул пĕр-пĕрне ырă сунса, килĕштерсе те туслă пурăнаççĕ. Ку çеç те мар-ха, вĕсен ывăлĕсем те – Сергей, Алексей тата Алеша – чи çывăх туссем.
Валентина Мальцева тесен Патăрьел районĕнче пĕлмен çын та çук пулĕ. 50 çула яхăн „Авангард” хаçат ятне çÿле çĕклесе тăчĕ вăл хăйĕн тĕлĕнмелле ырă та ăшă кăмăллă, вулакан чунне тыткăнлакан статйисемпе, репортажĕсемпе. Ăста журналистка практикантсене хăй ертсе пыракан çырусен пайĕнче професси ăсталăхне туптама вĕрентрĕ. 1977 çулта эпĕ те ун патĕнче куçару ĕçне тата репортажсем çырма вĕрентĕм. Таймапуç ăна!
Пурнăçри йывăрлăхсене чăтăмлăн тÿссе ирттерме пĕлет Кивĕ Ахпÿрт хĕрĕ Валентина Алексеевна, алла усмасăр пурнăç лавне пĕр тикĕссĕн туртса пырать. Ялта ятлă, халăхра хисеплĕ. Ĕç ветеранĕ.
Зинаида Григорьевнăна шăпа Çĕнĕ Ахпÿрт ялне илсе килчĕ. Вăл шкул директорне, паллă краеведа К.Е. Лекарева качча килсе ывăл çуратрĕ. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех мăшăрĕпе иккĕшĕ пĕрле шкулта ĕçлерĕç. Упăшкин малтанхи çемйинчи (Лидия Павловна чирлесе вăхăтсăр çĕре кĕнĕ) ачисене те хăйĕн тăван ачи пекех юратса пăхать.
Людмила САЧКОВА,
РФ Журналистсен союзĕн, РФ Писательсен
союзĕн членĕ, РФ театр деятелĕсен союзĕн членĕ, ĕç ветеранĕ.

союзĕн членĕ, РФ театр деятелĕсен союзĕн членĕ, ĕç ветеранĕ
Ноябрь 2024 |