Ноябрĕн 19-мĕшĕнче районти депутатсен Пухăвĕн ларăвĕ иртрĕ. Унăн ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, район администрацийĕн структура подразделенийĕсен ертỹçисем хутшăнчĕç. Ларăва Патăрьел районĕн пуçлăхĕ - районти депутатсен Пухăвĕн председателĕ Николай Тинюков ертсе пычĕ.
Тĕп ыйтусенчен пĕри - муниципаллă пĕрлĕхĕн Уставне, районти депутатсен Пухăвĕн "Патăрьел районĕн 2021 çул валли тата планпа пăхнă 2022 тата 2023 çулсем валли йышăннă бюджечĕ пирки" йышăнăвне улшăнусем кĕртесси пулчĕ. Кун йĕркинчи çак ыйтусемпе район администрацийĕн право тата кадр ĕçĕн сектор заведующийĕ Наталия Каргина, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - финанс пайĕн начальникĕ Светлана Чернова тухса калаçрĕç.
2021 çулхи бюджета пайăрлатнă хыççăн тупăш пайĕ 141,7 миллион тенкĕ ỹснĕ. Вăл 1038,6 миллион тенкĕпе (маларах çирĕплетнĕ бюджетран 131 процент ытларах) танлашать. Тăкаксем 140,5 миллион тенкĕ (маларах çирĕплетнĕ бюджетран 135 процент ытларах) нумайрах. Çулталăк вĕçленсе пынă май Светлана Алексеевна тĕп финанс документĕнчи цифра тỹрлетĕвĕсемпе тĕплĕн паллаштарчĕ.
Районти депутатсен Пухăвĕн ларăвĕнче кун йĕркине кĕртнĕ пур ыйтупа та пĕр саслăн йышăнусем турĕç. Депутатсен Пухăвĕн председателĕ Николай Тинюков юридика пĕлтерĕшлĕ тĕрĕслевпе шутлав органне ликвидацилес, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, ял хуçалăх, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Виктор Львов район харпăрлăхĕ шутланакан пурлăхпа усă курнăшăн аренда тỹлевĕсем, район пурлăхĕ шутланакан куçса çỹрекен пурлăха Тăрăн ял тăрăхĕн харпăрлăхне парас ыйтусемпе тухса калаçрĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - строительство, обществăлла инфратытăм аталанăвĕн пайĕн начальникĕ Равиль Ямалетдинов автомобиль транспортĕнчи муниципаллă тĕрĕслев пирки калакан положение çирĕплетемелли, район территорийĕнчи пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерессипе çыхăннă тĕрлĕ ыйтури улшăнусемпе, район администрацийĕн ĕçсен управляющийĕ - организаципе тĕрĕслев ĕçĕн тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе ĕçлекен пай начальникĕ Алина Ильина "Патăрьел районĕнчи депутатсен Пухăвĕн секретариатне суйлас" ыйтупа депутатсен Пухăвĕн йышăнăвне улшăну кĕртессипе сăмах илчĕç.
Сессире çавăн пекех ял хуçалăхĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн тата нумай çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçлекен хастарсене тĕрлĕ шайри Хисеп грамотипе чысларĕç.
А. НИКОЛАЕВА
Ноябрь 2024 |