Юлашки çулсенче ялсенче хамăр пурăнакан вырăна тирпей-илем, хăтлăх кĕртес тĕллев- пе пуçару бюджечĕпе чылай проекта пурнăçа кĕртсе пыраççĕ. Район администрацийĕн строительство, обществăлла инфратытăм аталану пайĕн тĕп специалисчĕ Виктор Ижедеров хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх 2021 çулта çак тĕллевпе 10 ял тăрăхĕнче 15 проекта ĕçе кĕртнĕ, 18 миллион тенкĕлĕх ĕç пурнăçланă. Халăх пулăшăвĕпе усă куракан укçа-тенке ытларах масар картисене çĕнетнĕ, урамри çулсене юсанă çĕре янă.
Çакна та палăртса хăвармалла. Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи 19 ял тăрăхĕнчен 10-шĕ çеç çак ĕçре хастарлăх кăтартни, паллах, шухăшлаттарать. Çавăнпа та 2022 çулта пуçару бюджечĕпе вырăнсенче тата ытларах проекта пурнăçа кĕртес тесе тăрăшмалла. Халĕ шăпах ял тăрăхĕсенчен заявкăсем йышăнмалли тапхăр пырать. Вăл ноябрĕн 30-мĕшĕнче вĕçленет. Эппин, хутшăнма тăрăшар.
А. НИКОЛАЕВА
Ноябрь 2024 |