Ирхине Патăрьел пасарĕ аванах шавлать пулсан кăнтăрлана сутакансем сентресем çинчен япалисене пухма пуçлаççĕ. Çакăнта çанталăк сивĕтни те, ялсенчен туянма килекенсем те хăйсене кирлĕ таварсене илсе каялла çула тухни те витĕм кỹрет-тĕр. Шел пулин те, юлашки вăхăтра суту-илỹпе ĕçлекенсен шучĕ чакни те сисĕнет: ретсем унчченхи пек тулли мар. Апла пулин те мĕн кирлине тупма май пур.
Патăрьел пасарне автовокзал енчен кĕнĕ тĕлте килте хатĕрленĕ, çитĕнтернĕ тавара сутаççĕ. Çулла кунта пан улми, çырла тата ытти пахча çимĕç туллиехчĕ, халĕ вĕсен вырăнне аш-какай йышăннă. Пусса тирпейленĕ пĕр хуршăн 2 пин тенкĕ ыйтаççĕ. Кăркка какайĕн пĕр килограмĕ 400 тенкĕ тăрать, 10 килограмм таяканни тăватă пин тенкĕрен кая мар апла пулсан. Çакăнтах тĕрлĕ виçеллĕ савăта тултарнă пыл та пур, кашнийĕн хакĕ тĕрлĕрен: виçĕ литрли - 1400-1500 тенкĕ. Кăмпа, тĕрлĕ чей курăкĕ, милĕк, типĕтнĕ çырла сутакансем те çителĕклех.
Хуçалăхра куллен кирлĕ таварсен хакĕсем те çуллахинчен ỹснĕ. Пысăк пахалăхлă 50 килограмлă çăнăх - 1350, сахăр песукĕ (50 кг) 2350 тенке çитнĕ. Пилĕк килограмлă макарон - 250, хура тул - 600, рис 450 тенкĕ тăрать. Тăварăн пĕр килограмне - вĕттине, шултăрине е тата йод пуррине кура - 13-18 тенкĕпе сĕнеççĕ. Отрубин пĕр миххи (50 кг) - 650 тенкĕ. А
пат-çимĕç ретĕнче яланах çын нумай. Пулă кăмăллакансене валли тăварланисем те, шăнтнисем те, тĕтĕмленисем те çителĕклех, хакĕсем вара пурин те тĕрлĕрен. Акă, тăварланă килькан пĕр килограмне 160 тенкĕпе, пуçсăр скумбрие 400 тенкĕпе, тĕтĕмленĕ селедкăна - 280, скумбрие - 500-600, шăнтнă горбушăна 280 тенкĕпе сутаççĕ. Услам çу хакĕ 420 тенкĕрен пуçласа 550 тенке çитет. Сыр çиес кăмăллисен пĕр килограмшăн 390-900 тенкĕ, чăкăтшăн 150-250 тенкĕ укçа кăларса хума тивет.
Хĕллене валли организма çирĕплетме витамин та кирлине шута илсе пĕр килограмм пан улмие 60-65 тенкĕпе, хурмана 95-110, граната - 130, мандарина 110-130, шур çырлине 350 тенкĕпе туянса тутанма май пур.
О. ПАВЛОВА
Ноябрь 2024 |