Ĕне выльăх тислĕкĕ паха удобрени шутланать. Унра ỹсен-тăраншăн усăллă япаласем пайтах. Вăл тăпрана ăшăтать, кăпкалатать. Ăна лаптăка пĕр хут лайăх хывсан та 4-6 çул пысăк тухăç илме пулать. Хăяр, хăмла çырли, купăста тислĕке килĕштереççĕ. Хăярпа хăмла çырлине унпа çуркунне апатлантармалла. Купăста йăранне вара кĕркунне хывмалла.
Хăш-пĕр пахча çимĕçшĕн вара тислĕк сиенлĕ. Сăмахран, сухан, нимĕç пăрçи, помидор çĕрĕк тăприне çеç килĕштерет. Кишĕр, кăшман, çарăк, вĕт çарăк, хĕрен, сельдерей, петрушка йăранне те хывма юрамасть. Унччен тислĕк пулнă вырăнта вара вĕсене çитĕнтерме юрать.
Йăрана тислĕкпе торф хутăшне хывнине нимĕн те çитмĕ. Тислĕкпе улăм хутăшĕ те аван. Чи япăххи - ăна йывăç кĕрпипе хутăштарни.
Ноябрь 2024 |