Сывлăх - хамăр алăра

Категория: Публикации Опубликовано: 30.11.2021, 09:37 Просмотров: 135

Первомайскинчи вăтам шкулта çиччĕмĕшсемпе Л.Белова класс ертỹçи "Сывлăх - чи хаклă пуянлăх" темăпа калаçу ирттерчĕ. Сывлăхлă пулас тесен ỹт-пỹ тĕлĕшĕнчен пиçĕхсе, ăс-тăн енĕпе çирĕп ỹсни кирлĕ. Çитĕнекен ăру ăна упрамалли çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Сывлăха çирĕплетесси тăван тавралăхпа çыхăннине те палăртрĕç. Уйрăмах коронавирус инфекцийĕ вăхăтĕнче паха апат-çимĕç çимеллине каларĕç. Вĕсем витаминсемпе пуян пулмалла.

Сывлăх йывăççине турĕç. Унăн çулçисем яланах "ешĕл" пулччăр тесе тăрăшмалла. "Эпĕ çакна тума пултаратăп", "Эпĕ çакна тума тивĕçлĕ" тенине мала хумалла. Çакнашкал пĕтĕмлетỹ патне тухрĕç юлашкинчен.

А. ИВАНОВА.

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Яндекс.Метрика