Каçăрăлчăк автан

Категория: Публикации Опубликовано: 30.11.2021, 09:38 Просмотров: 132

Калав

Пирĕн автан пусă тăррине хăпарса ларса каçăрăлса авăтма юратать. Ку-ка-ре-ку!.. Ку-ка-ре-ку!.. Курăр мана, эпĕ чи паттăрри, курăр мана, эпĕ чи çÿлти, курăр мана, эпĕ – чи илемли, чи янăравли, чи паттăрри!...

 Каçса кайсах авăтнăран пĕррехинче, пусă тăрринче лараканскер, тытăнса тăраймарĕ, месерле печĕ те анчĕ.Пусă анинче ларакан пушă шыв витринчен çакланса юлма хăтланасшăн пулчĕ те, çакланаймарĕ курăнать – асар-писер çуйхашса, кăтиклесе, тĕкне-çÿçне вĕçтерсе, витри-сăнчăрĕпех пусса сирпĕнсе анса кайрĕ… Эх, çуйхашать, эх, янрашать хайхи автан пусă тĕпĕнче… Сивĕ шывра ишсе çÿресси те килĕшсех каймасть пулмалла. Хайхискер, сăнчăртан çакланса çÿлелле хăпарма  шут тытрĕ, анчах пултараймарĕ, каллех персе анчĕ. Ĕнтĕ ури качисемпе йывăç пус пури кĕтессинчен çакланса тăма та хăтланса пăхрĕ, анчах нумаях хевте çитереймерĕ пулмалла, каллех сивĕ шыва пуç хĕрлĕ чăмрĕ.

Эх, пуçларĕ вара каллех çухăрашма, çунаттисемпе çапкалашма… Хăй пур пĕрех авăтасшăн-ха...  Сасси вара юлашкинчен ку-ку-ру! тесе çеç аран хăрăлтатса тухакан пулчĕ.

Шăп çав вăхăтра кил хуçисем кăнтăр апатне таврăнчĕç. Пусă тĕпĕнче автан çуйхашнине илтсе тÿрех унта чупса пычĕç. Витюк сăнчăрти витре çине  ларса пусса анса кайрĕ, хайхи аптрашки автана ярса тытрĕ те çÿлтисене пусă шетĕрнекне çавăрма хушрĕ. Пурте пĕрле шетĕрнеке вăйпа çавăрса Витюкпа автана пусăран чип-чиперех кăларса çитернĕпе пĕрехчĕ ĕнтĕ… Сасартăк сăнчăр çак йывăрăша чăтаймарĕ – татăлчĕ те кайрĕ!..

Сăнчăрĕ, Витюкĕ, автанĕ йăлт çĕнĕрен пусса чăмрĕç. Кашни хăй тĕллĕн ятлаçса анса кайрĕ пусă тĕпне – сăнчăрĕ шăлтăр-шалтăр турĕ, автанĕ ку-ку-ку-у-у! –тесе, Витюкĕ те чăмăрккине тăратсах ятлаçса анса кайрĕ…

Пурте сивĕ шыва тепĕр хут чăмрĕç. Ĕнтĕ мĕн тумалла?

Çÿлте пăхса тăракансем маларах тăна кĕчĕç. Ашшĕ аслăк тăрринчен вăрăм пакур йăтса килчĕ те:

– Эй, эсир унта, пусă тĕпĕнче, асăрханăр-ха, пуçăрсене пĕкĕр! – çапла каласа ашшĕ пакурпа витрене çаклатрĕ. Витюк пакур тавра сăнчăра яваларĕ  те хăй те ун тавра яваланчĕ, автанне хул хушшине хĕстерчĕ. Çапла вара çÿлтен вĕсене вăрăм пакур çине лартса хуллен, асăрханса туртса кăларчĕç.

Ĕнтĕ пурте тип çĕре тухса типшĕрме пикенчĕç. Чи малтан автан сарай тăррине хĕвел ăшшине хăпарса ларчĕ те кунĕпех тек сас памарĕ. Автаншăн хур курнă Витюк çуллахи çырмари ăшă шыва чăмрĕ, килениччен ишсе савёнч.?

Ашшĕ пусă сăнчăрне шетĕрнек çумне пăтапа çапса хучĕ, шыв витрине хытарчĕ. Хăй тĕллĕн вара тек-текех усси айĕпе кулкаласа илчĕ: хăшне те пулин ăс кĕчĕ пулинех-ха паян – каппайчăк автана та, шухăшламасăр сăмсине пур çĕре те чикме юратакан ывăлне те….

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика