Тикешре пурăнакан Сергей Краснов шкултан вĕренсе тухсан Шупашкарта бухгалтерсен курсĕнче пĕлỹ илнĕ. Вăхăт çитсен салтак аттине тăхăннă. Чăваш каччине çарта техникăна çунтармалли-сĕрмелли материалпа тивĕçтерессипе ĕçлеме шаннă.
Тăван тăрăха таврăнсан Тикешпе Еншике пĕрлештерсе тăракан "Заря" ял хуçалăх производство кооперативĕнче заправщикре, каярах весовщикре вăй хума пуçлать. Малалла та çакăнтах тăрăшатчĕ пуль, рынок экономикин тĕрĕслевне чăтаймасăр хуçалăх саланать. Сергей Николаевич ăçта ĕçлесси пирки шухăшлама пуçлать. Хулана тухса каяс - ашшĕ-амăшĕ çамрăк мар. Тата ăçта кĕтсе тăраççĕ-ха пире çăкăр-тăварпа? Çитменнине мĕн пĕчĕкрен вăл кĕçĕн ывăлăн тăван килтех пурăнмаллине, çывăх çыннисене ватлăхра пулăшмаллине илтсе ỹснĕ. Пиллĕкĕн пĕр тăван вĕсем, вăл вара шăпах тĕпе юлмалли. Пурне те виçсе шухăшланă хыççăн С. Краснов çĕрпе ĕçлеме тытăнать. Шăпах çак вăхăталла çĕр пайĕсене те валеçсе параççĕ. Çĕр улми, кишĕр-чĕкĕнтĕр, сухан-çевок акса ỹстерме пикенет. Туса илнĕ продукцие вырнаçтарма хăйех юта тухса кайнă тĕслĕх-сем те пулнă. Кăçал ял хуçалăх таварĕн хакĕ лайăх, маларах вара ỹсес вырăнне чакса та чакса çеç пычĕç. "Иккĕмĕш çăкăра" - пĕр тенкĕлле, кишĕре 50 пуспа ăсатнă, ниçта та сутайман тĕслĕхсем те пулчĕç. Пахча çимĕçрен тупăш кĕртме йывăрланнипе Красновсем ĕне-выльăх усрама тĕллев тытаççĕ. Вĕсене ирех тăрса кĕтĕве тухмалли те, кану çукки те хăратман.
- Малтан икĕ ĕне туянтăмăр. Вĕсен пăрăвĕсене ỹстерсе йыша тата пысăклатрăмăр. Паян сăвакан 7 ĕне тата пăрусем пур. Хамăра тивĕçекен çĕр пайĕсенче тата арендăна илнĕ лаптăкра - пурĕ 15 гектар - çĕр улми, выльăх кăшманĕ, тырă, курăк çитĕнтеретпĕр. Утă хатĕрлеме кирлĕ хатĕрсем çителĕклĕ. Паян ялта техникăсăр май çук, çавăнпа малтанласа кивĕрех кăна Т-40 трактор туяннăччĕ. Алă-ура çавăрса пынă май ăна сутса Беларусь МТЗ-82 илтĕмĕр. Кăкарса çỹремелли агрегатсем те пур, - тет Сергей Николаевич хăйсен хушма хуçалăхĕпе паллаштарнă май. Выльăх усрама пуçланăранпа Красновсем хуралтăна чылай пысăклатнă. Пĕчĕк пăрусем пĕр пỹлĕмре, пысăкраххисем тепринче тăраççĕ. Çулла ĕнесене кĕтĕве яраççĕ. Хĕле валли утă-улăм çителĕклĕ хатĕрленĕ.
Иккĕн автан çиме, вун иккĕн авăн çапма лайăх, теççĕ халăхра. Çĕр çинче пĕччен ĕçлеме çăмăлах мар. Уйрăмах акара кашни кун шутлăран ытлашши алă пăсмасть. Кĕркунне те туса илнĕ продукцие вăхăтра пухса кĕртмелле. Çакăн пек чухне шăпах пĕр тăванĕсем çемйисемпе нумай пулăшнине палăртрĕ С. Краснов. Тăван тăварпа пиçнĕ тесе ахальтен каламан çав. Пĕр-пĕрне ăнланса, тĕрев парса пурăнмасан пурнăçпа тан утма та йывăр.
Çуллахи вăхăтра Красновсен умĕнче тĕрлĕ чечек ешерет. Çуркунне юр кайсанах çеçкесем тухма пуçлаççĕ те мĕн хура кĕркуннечченех пĕрин хыççăн тепри хăйĕн илемĕпе савăнтараççĕ. Çак хитрелĕхе тăваканни Сергей Михайловичăн мăшăрĕ, районти тĕп больницăра педиатрта тăрăшакан Ирина Михайловна.
- Ялта ĕç сахал мар, иртен пуçласа каçченех ура çинче пулма тивет. Ывăннине пăхмасăр мăшăр чечексем патне тухса йăранĕсене кăпкалатать, шăварать, çумлать. "Эпĕ вĕсем патĕнче ĕçлесе хăйне майлă канатăп", - тесе каласа парать С. Краснов мăшăрĕ пирки. Сăмах май, мăшăр виçĕ ача ỹстерет. Аслине "куршанак" çыпçăнма пуçланă та ĕнтĕ. Вăхăт иртнĕçем ыттисем те хăйсене пулăшакансем пуласса шанса тăрать Сергей Михайлович. Ашшĕ-амăшне пăхсан йăха тăсакансем ĕçрен ютшăнмалла мар.
Çын яланах тĕллевпе пурăнать. С. Краснов малашне те выльăх усрама палăртать. "Ачасене ура çине тăратмалла, ним тумасăр ларнипе укçа кĕмест", - терĕ кăмăллăн сыв пуллашнă май.
О. ПАВЛОВА
Ноябрь 2024 |