ПЕРВОМАЙСКИНЧИ вăтам шкулпа ача сачĕн коллективĕсемшĕн вĕрентỹ учрежденийĕсенче усă курма ытлă-çитлĕ шыв пулманни ĕнер-паян çуралнă ыйту мар. Маларах та башньăран килекенскерпе пĕр кăлтăксăр усă курайман. Çак проблема хальхи вăхăтра та çивĕч пулнине шута илсе район администрацийĕн пуçлăхĕн пуçарăвĕпе ятарлă комисси шыв ыйтăвне пайăрлатас тĕллевпе вырăна тухса лару-тăрăва тĕпченĕ. Социаллă учрежденисем ку таранччен усă куракан шыв управĕ тата унăн çулĕсем самай кивелнине шута илсе шкулпа ача сачĕ валли хăйсен территоринчех пусă чавма йышăну тунă. Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Светлана Чернова хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх ку ĕçе ятарлă организацисем шыв çулне тĕпченĕ хыççăн тỹрех пуçăнĕç.
Ноябрь 2024 |