ПĔТĔМ Раççейри "Раççей символĕсем. Тĕнче уçлăхĕнчи çитĕнỹсем" олимпиадине чăваш ачисем те хастар хутшăнни кăмăллă. 10-16 çулсенчи 3 пин ытла ача тĕнче уçлăхĕпе çыхăннă 10 ыйтăва хуравланă. Тупăшу çивĕч пулни куç кĕрет. Олимпиадăн Чăваш Енри çĕнтерỹçисен йышне 10-12 çулсенчи ачасем хушшинче Патăрьелĕнчи пĕремĕш вăтам шкулти Елена Смирнова кĕнĕ. 13-16 çулсенчисен ушкăнĕнче И. Масяева палăрнă. Ăс-хакăл ăмăртăвĕнче мала тухнисене раштавăн 31-мĕшĕччен чыслĕç.
Ноябрь 2024 |