Районта ноябрĕн 30-мĕшĕнче "Хĕрарăмсем тата бизнес" ятпа çавра сĕтел иртнĕ. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Чăваш Республикинчи "Бизнесри хĕрарăмсем" организацин председателĕ Марина Аниченкова, тулли мар яваплă "Юрфирма "Дело" - "Все вопросы о самозанятых" пĕрлешĕвĕн директорĕ тата учредителĕ Наталья Усачева, Екатерина Морскова бизнес-тренер, район администрацийĕн пуçлăхĕн предпринимательлĕхе аталантарассипе ĕçлекен канашçи Решит Санзяпов, "Чăваш Енри Хĕрарăмсен канашĕ" обществăлла организацин районти уйрăмĕн председателĕ Алена Горшкова хутшăннă. Çавра сĕтеле Патăрьел, Шăмăршă, Елчĕк, Комсомольски районĕсенчи бизнесра тăрăшакан хĕрарăмсене те чĕннĕ.
Мероприятие "Бизнесри хĕрарăмсем" обществăлла организацин председателĕ Марина Аниченкова уçнă май проектăн тĕллевĕ республикăри районсенчи предпринимательлĕхри хĕрарăмсене пĕрлештересси, вĕсен статусне ỹстересси, социаллă бизнеса аталантарасси, хăй тĕллĕн ĕçлекенсен шутне ỹстересси тата ытти пирки те каланă.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов районти предпринимательлĕх аталанăвне хĕрарăмсем те сахал мар витĕм кỹнине, пĕчĕк тата вăтам бизнес социаллă пурнăçпа экономика ыйтăвĕсене татма пулăшнине, район экономикин аталанăвĕн шанчăклă никĕсĕ пулнине, ялти пурнăç шайне ỹстерме пулăшнине палăртнă.
Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи предпринимательлĕхе тата экономикăна аталантарассишĕн, профессири пысăк çитĕнỹсемшĕн Рузиля Абдулвалеева, Эльфия Хуснетдинова предпринимательсене, фермер хуçалăхĕн ертỹçине Эльвира Алимовăна, "Мастерица" ателье ертỹçине Надежда Замковăна, "Ариес" пĕрлешỹ директорне Ираида Соколовăна çак кун район администрацийĕн Тав çырăвне панă.
Канашлăва хутшăнакансем патшалăх пулăшăвĕ, хĕрарăмсен предпринимательлĕхне хавхалантарасси тата обществăлла пĕрлешỹсен витĕмĕ, ĕçе аталантарасси пирки калаçнă, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашнă.
"Мастерица" ателье ертỹçи, районти алă ăстисен пĕрлешĕвĕн председателĕ Надежда Замкова çакăн пек мероприятисем кирлине, ĕçе малалла аталантарма усăллă информацисем илнине каланă.
Районта хальхи вăхăтра пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхре тăрăшакан 1095 субъекта шута илнĕ. Вĕсенчен 954-шĕ - индивидуаллă предпринимательсем (хăйсен ĕçне уçнисем хушшинче 27 проценчĕ хĕрарăм). Бизнесра тăватă пине яхăн çын ĕçлет.
О. ПАВЛОВА
Ноябрь 2024 |