Паян цифра аталанăвĕ анлă çул çине тухса пынипе пĕрлех ĕлĕкхи ырă та пархатарлă йăласем пурнăçран уйрăлса пыни пăшăрхантарать çеç мар, пурте илтмелле "чан" çапма та хистет. Мĕншĕн тетĕр-и?
Аслă ăру çыннисем ĕлĕкрех ялта пушар тухсан ĕçре е каçхине тутлă ыйхăра пулнине пăхмасăрах чан сассине илтсе (вăл ун чухне хыпарлав сирени шутланнă) е килĕрен шаккаса çỹренипех инкек пулнă вырăна васканине лайăх ас тăваççĕ пулĕ. Вут-кăвара сỹнтерме, инкеке çакланнă çемьене пулăшма никам та пушă алăпа кайман. Пĕри - витрепе, тепри - пакурпа, виççĕмĕшĕ шыв турттармалли пичĕке вырнаçтарнă хатĕрпе васканă. Ун чухне ял çыннисен вăйĕпех пушара чылай чухне парăнтарнă. Мĕншĕн тесен пушар машинисем те хальхи пек кашни ял тăрăхĕнчех пулман.
Паян вара ку тĕлĕшпе халăх пĕрлĕхĕн пулăшăвĕ чăнласах та çитмест. Вут-кăвар серепине çакланнă хуçалăха çăлса хăварассине районти, вырăнсенчи пушар хуралĕн сотрудникĕсене шаннă темелле. Хăш-пĕр ялта ун пирки "01" службăна шăнкăравласа пĕлтернипех çырлахаççĕ. Ун хыççăн вара çынсем пушар машинисем сирена кăшкăртса килессе чăтăмсăррăн кĕтме пуçлаççĕ. Пăтăрмах пулнă вырăнта çухăрашу, кăшкăрашу чĕрене ыраттарать... Ун пек чухне пушара куççульпе сỹнтерейменни, пăлханни инкеке амаланма çеç пулăшни те паллă. Çав вăхăтрах Патăрьел районĕнчи пĕр-пĕр ялта вăрăм алăллă çулăм кашни минутра вăй илсе пынине пĕтĕм тĕнче пĕлет. Кунти лару-тăрупа паллаштаракан "репортер-фотографсем" пĕрре е иккĕ çеç мар, йĕри-таврах ĕçлеççĕ! Калăн, вĕсене тара тытнă. Çанă тавăрса инкеке çакланнă çынсене мĕнле майпа та пулсан пулăшас вырăнне вĕсем чăнкă телефонсемпе пĕр чарăнми видео ỹкереççĕ. Хăшĕ-пĕри пушар курма е "видеорепортаж" хатĕрлеме ялăн тепĕр вĕçĕнчен автомашинине хускатса килме те ỹркенмест. Çавна май вĕсене вырăнсăр, урлă-тăрăх лартса пĕтернĕрен пушарниксене ирĕккĕн ĕçлеме те чăрмантараççĕ. Ун пек чухне кашни çеккунт, минут хаклă-çке!
Темиçе кун каялла çеç Сăкăтри пушарта виçĕ çемье шар курчĕ. Шартлама хĕл умĕн кил-çуртсăр тăрса юлни, паллах, пысăк инкек. Вĕсене паян ыр кăмăллăхпа алă тăсса пулăшни кирлĕ. Инкек никама та куçа курăнса килмест. Йышпа ăна çăмăллатма, çĕнтерме те ансатрах.
А. ЕГОРОВА
Ноябрь 2024 |