Турханти культура çуртĕнче Алексей Кокель ячĕллĕ Пĕтĕм тĕнчери XIV пленэрĕн «Кокель пленэрĕ пирĕн вăхăтри культурăпа истори феноменĕ евĕрех» каталогĕн хаклавĕ иртрĕ.
Мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Турхан ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр Еремеев, Чăваш патшалăх культурăпа искусство институчĕн профессорĕ, культурологи докторĕ, Чăваш Енри Халăхсен ассамблейин канашĕн председателĕн çумĕ, район администрацийĕн пуçлăхĕн культура канашçи Владимир Васильев, педагогика наукисен докторĕ, профессор, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн сăнарлă ỹнер тата унăн методикине вĕрентекен кафедра заведующийĕ, Раççей Художникĕсен канашĕн членĕ Надежда Смирнова, Чăваш Енри Художниксен канашĕн правленийĕн членĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ художникĕ Владимир Лукиянов, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ Валентин Сергеев хутшăнчĕç.
Рудольф Селиванов хăйĕн сăмахĕнче Патăрьел çĕрĕнче Кокель пленэрне ирттернин пĕлтерĕшне, вăл Раççей тата çĕршыв тулашĕнчи халăхсем хушшинчи туслăх кĕперĕ вырăнĕнчех пулнине палăртрĕ. «Кокель пленэрне йĕркелесе ярас ĕçре пирĕн ентеш, ученăй- экономист, патшалăх деятелĕ, экономика наукисен кандидачĕ, профессор, Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ наука ĕçченĕ, Раççей Федерацийĕн аслă шкулĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Раççейри вĕрентỹ академийĕн тĕп членĕ Лев Пантелеймонович Кураковăн тỹпи пысăк. Унăн пуçарăвĕпе тата пулăшăвĕпе Турханта çуралса ỹснĕ Алексей Кокель паллă ỹнерçе асра тытса тĕнче шайĕнчи пленэрсем йĕркелерĕç, унăн çуралнă кĕтесне чапа кăларчĕç.
А.Кокель ячĕпе кăçал ирттерекен мероприятисене пурне те Лев Пантелеймоновича халаллатпăр. 2022 çулхи январĕн 4-мĕшĕнче вăл 79 çул тултармаллаччĕ. Л. Кураков ялĕнче - Чăваш Ишекĕнче - ентешĕмĕре асра тытса мероприятисем иртеççĕ...», - терĕ Рудольф Васильевич.
А.Кокель музей-çуртне йĕркелекенсенчен пĕри, унăн пленэрĕсен консультанчĕ Валентин Сергеев ỹнерçĕн пурнăçĕпе пултарулăхне асра тытса çакнашкал ĕç тăвасси çинчен никам та шутлама пултарайманнине палăртрĕ. «Пĕрлехи тăрăшулăхпа, власть органĕсен хавхалантарăвĕпе Турханта музей-çуртне реконструкциленĕ, ун умне палăк лартнă. 14 çул А. Кокель ячĕллĕ Пĕтĕм тĕнчери пленэр иртет. Пирĕн ĕмĕтсем пурнăçланчĕç. Кăçалтан культура çуртĕнче çакăнти пленэрсенче ỹкернĕ ĕçсен галерейи ĕçлеме пуçлать»- терĕ вăл.
Каталог авторĕ Владимир Васильев пленэр район, ял тăрăхĕн аталанăвĕнчи пĕлтерĕшĕ çинчен каланă май çакна палăртрĕ: «Кунта Раççейри Лăпкă океанран пуçласа Балти тинĕсĕ таран пуçтарăннă ỹнерçĕсен чи лайăх коллекцийĕ. Унта Беларусь тата Украина сăрă ăстисен ĕçĕсем те пур. Çавăн пекех Раççей художество академийĕн академикĕсен Ревель Федоровăн, Анатоли Рыбкинăн, Александр Федоровăн, Украина халăх ỹнерçисен Виктор Ковтунăн, Александр Чередниченкăн тата ыттисен те вырăн тупнă».
Надежда Смирновăпа Владимир Лукиянов пленэр вăхăтĕнче тунă хăйсен ĕçĕсене галерея валли парнелерĕç.
Мероприятие хутшăннисем музей-çуртра пулчĕç, палăк умне чечексем хучĕç.
Мероприятие район администрацийĕ, Чăваш патшалăх культурăпа искусство институчĕ, Чăваш Енри Халăхсен ассамблейи, Чăваш Енри Художниксен канашĕ пĕрле йĕркелерĕç.
А. КАПИТОНОВА.
Ноябрь 2024 |