Тĕп тĕллев- инвалидсен пурнăçне лайăхлатасс

Категория: Публикации Опубликовано: 07.12.2021, 10:00 Просмотров: 317

и Патăрьелĕнчи бизнес- инкубаторта Инвалидсен кунне халалласа «Вĕсем пирĕнпе юнашар пурăнаççĕ» çавра сĕтел иртрĕ.

Мероприятие район пуçлăхĕ, больницăн тĕп врачĕ Николай Тинюков, район администрацийĕн социаллă аталану тата туризм ыйтăвĕпе ĕçлекен пай начальникĕ Наталия Никитина, районти халăха социаллă ыйтупа тивĕçтерекен центр начальникĕ Анисия Воробьева, Обшество канашĕн председателĕ Анатолий Самакин хутшăнчĕç. Çавăн пекех унта социаллă хỹтлĕх пайĕн, Пенси фончĕн районти уйрăмĕн клиент службин, куç курманнисен тата сусăрсен обществисен вырăнти организацийĕсен, Афганистан вăрçин тата çар инваличĕсен представителĕсемпе ертỹçисене те чĕннĕ. Мероприяти вăхăтĕнче Обшество канашĕ сусăр çынсемпе мĕнле ĕçленине, коронавирус вăхăтĕнчи эпидемиологи лару-тăрăвне, вакцинаци еплерех пынине, профилактика ĕçне пăхса тухрĕç. Ку ыйтупа Николай Тинюковпа Анатолий Самакин тухса каларĕç.

Инвалидсем реабилитацие тата сиплевпе канăва мĕнле ирттернипе районти социаллă страховани фончĕн уполномоченнăйĕ Людмила Кадкина паллаштарчĕ. «Паттăр» физкультурăпа спорт комплексĕн директорĕ Алексей Краснов сусăрсемпе йĕркелекен мероприятисем çинче чарăнса тăчĕ.

Паянхи кун районта 2960 инвалид пурăнать. Вăл шутра 435-шĕ пĕрремĕш, 846-шĕ иккĕмĕш, 1539-шĕ виççĕмĕш ушкăнрисем. 140-шĕ - ачасем.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика