Районти шкулсенчи чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем «Класс тулашĕнчи ĕçсем ачасен чăваш чĕлхине вĕренес туртăмне ỹстереççĕ» темăпа Хирти Пикшикри вăтам шкулта онлайн мелĕпе йĕркеленĕ семинара хутшăнчĕç. Ăна районти методика пĕрлешĕвĕн ертỹçи Светлана Кулакова ертсе пычĕ.
Пурнăç малаллах шăвать. Учительсем те ĕçе çĕнĕ технологисем кĕртме тăрăшаççĕ. Халĕ кашни шкултах компьютер, мультимедийлă проекторсем пур – вĕсем уроксене ирттерме çăмăллăхсем кỹреççĕ. Çĕнĕ методика кăтартăвĕсемпе тĕрĕс усă курса хатĕрленĕ класс тулашĕнчи ĕçсен те, уроксен те тухăçлăхĕ пысăкрах. Пĕрлештернĕ уроксем, ытти мероприятисем ирттерни вара ачасене тĕрлĕ предмет хушшинчи çыхăнăва туйма, чухлама, тĕпчеме май парать. Вырăс тата чăваш чĕлхипе çыхăннă материалсене пĕрлештерсе ирттерсен ачасем икĕ чĕлхе пĕрпеклĕхĕсене, уйрăмлăхĕсене сăнама, туйма вĕренеççĕ. Пĕтĕмлетỹсем туса вĕсемпе кăсăкланма пуçлаççĕ, наука тата тĕпчев ĕçне явăçаççĕ, пĕлĕвĕпе тавракурăмне анлăлатса пурнăçра хăйсен вырăнне тĕрĕс тупса палăртма хăнăхаççĕ
. Хирти Пикшикри вăтам шкулти чăваш чĕлхи вĕрентекен Ирина Пестрова урок е класс тулашĕнче ирттерекен ĕçсем ачасене вĕренме илĕртмелли, вĕсен пуплевне аталантармалли паха майсем пулни çинче чарăнса тăчĕ, хăйĕн ĕç опычĕпе паллаштарчĕ. «Класс тулашĕнчи ĕç пирĕн шкулта тĕрлĕ енлĕ пулса пырать. Вĕсенчен чи пĕлтерĕшли çуллен иртекен чăваш чĕлхипе литература эрни тесе шутлатăп. Ачасем хаваспах унта кăмăлтан хутшăнаççĕ. Мĕн тĕрлĕ мероприяти ирттерместпĕр пуль çак хушăра»- терĕ вăл.
Семинара районти методика пĕрлешĕвĕн ертỹçи Светлана Кулакова пĕтĕмлетрĕ. Унăн ĕçне район администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕн информаципе методика центрĕн методисчĕ Елена Перепелкина та хутшăнчĕ.
А. ИВАНОВА.
Ноябрь 2024 |