Ыхра. Холестерин шайне чакарать, юн тымарĕсен чирĕсенчен сиплет. Унсăр пуçне инфекци ересрен хỹтĕлет.
Апельсин. Астмăпа чирлекенсемшĕн усăллă, шăл тунисене те сиплет. Ку çимĕçре С витамин нумай.
Пылак пăрăç. Астмăпа кĕрешет, склероз чирĕнчен сиплет. Унта С витамин чылай.
Сухан. Ку çимĕç вар-хырăмшăн паха япаласемпе пуян. Ангинăпа тата бронхитпа аптракансене сухан компресне тума сĕнеççĕ.
Нимĕç пăрçи. Юнри сахăр шайне йĕркелесе тăрать, усал шыçă аптратасран хỹтĕлет.
Слива. Бактерисене пĕтерет, апата ирĕлме пулăшать.
Грейпфрут. Юн пусăмĕпе холестерин шайне чакарать.
Ноябрь 2024 |