Çул çинчи хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнмаллах

Категория: Публикации Опубликовано: 10.12.2021, 14:50 Просмотров: 269

 ИНКЕК куçа курăнса килмест. Çапах та унтан сыхă пулма май пур. Çул çинче сиксе тухакан аварисем те чылай чухне водительсемпе пассажирсем йĕркене пăхăнманнипе çыхăннă. Ку тĕлĕшпе районта тăтăшах профилактика мероприятийĕсем иртеççĕ пулин те çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăхпа çыхăннă тĕслĕхсем пулсах тăраççĕ. Районти ГИБДД уйрăмĕн начальникĕ Алексей Мальцев хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх декабрĕн 3-мĕшĕнче иртнĕ «Дети» операци вăхăтĕче çеç çичĕ водитель ячĕпе административлă протокол çырнă. Вĕсем пурте çул çитмен ачисемпе хăрушсăрлăх креслисĕр çула тухнă. Тепĕр улттăшне вара инспекторсем пассажирсене илсе çỹремелли йĕркене пăхăнманшăн административлă штраф панă.

Республикăра, районта çул çинчи аварисен шутне чакарас, çул-йĕр правилисене çирĕп пăхăнтарас тĕллевпе тĕрлĕрен операцисем йĕркелеççĕ. Акă, декабрĕн 17-мĕшĕнче район, çак уйăхăн 24-26-мĕшĕсенче вара республика шайĕнче «Ỹсĕр водитель» («Нетрезвый водитель») операци иртмелле.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика