Ентешĕмĕрсен паттăрлăхне вăхăт хуплаймĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 10.12.2021, 14:52 Просмотров: 292

 Октябрĕн 28-мĕшĕ Сăр тата Хусан хỹтĕлев чиккисене тума хутшăннă ĕç паттăрĕсене асăнмалли кун пулĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев декабрĕн 6-мĕшĕнче çакна çирĕплетекен указа алă пуснă.

«Çĕнтерĕве тылра туптанисене, çав çулсенче ырми-канми ĕçленисене асра тытни пулĕ ку. Çак астăвăм пире, халĕ пурăнакансене, вăй-хăват парать, чăваш халăхĕн историне тишкернĕ май мăнаçлăх туйăмне вăйлатать, пирĕн халăхăн вăрçă çулĕсенчи паттăрлăхне кăтартать»,- тенĕ Олег Николаев.

Аса илтеретпĕр, Сăр тата Хусан хỹтĕлев чиккисене тума пуçланăранпа кăçалхи октябрĕн 28-мĕшĕнче 80 çул çитрĕ. Чăваш Енре 2021 çула çав объектсене тăвакансене халалланă. Çак пулăмсемпе çыхăнтарса йĕркеленĕ мероприятисем чăваш халăхĕн ĕç паттăрлăхне упраса хăварассине, ачасемпе çамрăксене патриотизм воспитанийĕ парассине пысăк тỹпе хывнă.

Архивсенчи документсем çирĕплетнĕ тăрăх, Сăрпа Хусан хỹтĕлев чиккисене тума республикăри 200 пине яхăн çын хутшăннă. Унăн пĕтĕмĕшле тăршшĕ 380 çухрăмпа танлашнă. Чăваш Енре çак ĕçе 1941 çулхи октябрĕн 28-мĕшĕнче пуçланă та 1942 çулхи январĕн 21-мĕшĕнче вĕçленĕ.

А. ИВАНОВ.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика