Районта хальччен пĕр кунта пилĕк ФАП уçни пулманччĕ. Çавăн пекех Шăнкăртамри иккĕмĕш врач амбулаторийĕпе юсаса çĕнетнĕ тата 120 ача валли хушма çурт тунă шкула та хĕрлĕ хăю касса кĕчĕç.
Декабрĕн 6-мĕшĕ районшăн чăннипех те историлле пулăм пулса тăчĕ. Çак пысăк савăнăçа пуринпе те пĕрле район пуçлăхĕ Николай Тинюков, район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ- сывлăх сыхлавĕн министрĕ, район кураторĕ Владимир Степанов, ЧР вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министрĕ Дмитрий Захаров, Тутарстан Республикин вĕрентỹ тата наука министрĕн çумĕ Минзалия Закирова, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Антонов, ял тăрăх пуçлăхĕсем, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕсем тата ытти сумлă хăнасем пайларĕç.
Ялта лавкка та, культура çурчĕ те кирлĕ, анчах сывлăх пулмасан вĕсенчен пĕри те çынна илĕртмест. Шăпах чир-чĕре вăхăтра палăртма, профилактика тума фельдшерпа акушер пункчĕсем пулмалла. Çакна шута илсе ĕнтĕ «Сывлăх» наци проекчĕпе килĕшỹллĕн республикăра, çав шутра районта та, çĕнĕ ФАПсем тума пуçларĕç. Тунтикун, декабрĕн 6-мĕшĕнче, Ишлĕре, Каншелĕнче, Тăрăн ял тăрăхĕнче тỹрех виçĕ ялта - Треньелĕнче, Тăрăнта тата Кĕçĕн Патăрьелĕнче _ пурăнакансен савăнăçĕ иксĕлми пулчĕ. Вĕсенче паянхи пурнăç условине тивĕçтерекен сиплев учрежденийĕсем хута кайрĕç. Медицина ĕçченĕсем строительство подрядчикĕсен аллинчен çăра уççине илнĕ чухне çемçелнĕ кăмăлĕсене хытараймарĕç, куççулĕсене шăла-шăла республика, район ертỹçисене ĕçлеме условисем туса панăшăн тав турĕç.
- Шкулăн пушă пĕр пỹлĕмĕнче, каярах колхоз уйăрса панă çуртра вăй хума тиврĕ. Сивĕччĕ, ĕçлеме те çăмăл марччĕ. Халь çĕнĕ çуртра çынсен сывлăхне тĕрĕслеме пĕтĕм май пур,- терĕ Каншелĕнче чылай çул фельдшерпа акушер пунктĕнче ырми-канми тăрăшнă, 80 çул урлă каçнă А. Хураськина. Унăн сăмахĕпе кашнийĕ килĕшрĕ.
Шăнкăртам сарăлса та сарăлса пырать, пĕр вĕçĕнчен теприне çитме те вăхăт чылай кирлĕ. Ял аталаннине шута илсе кунта иккĕмĕш врач амбулаторийĕ тума палăртнăччĕ. Фельдшерпа акушер пилĕк пункчĕпе пĕрлех икĕ пине яхăн çынна йышăнма пултаракан сиплев учрежденине те савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Кунта малашне терапевт, педиатр патĕнче çитĕннисем хăйсен тата ачисен сывлăхĕсене тĕрĕслеттерме те, черетлĕ сиплев илме те пултараççĕ. Гинеколог вара графикпе килĕшỹллĕн килсе çỹрет.
- Сывлăх сыхлавĕнче тăрăшакансем ăшă та хăтлă учрежденисенче вăй хуни савăнтарать. Тухтăрсене ĕçлеме мĕн чухлĕ хăтлăрах, çынсене сиплеме те вĕсене кăмăллăрах, - терĕ ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ- сывлăх сыхлавĕн министрĕ, район кураторĕ Владимир Степанов. «Сывлăх», «Демографи» наци проекчĕсем шăпах сиплев учрежденийĕсене хута яма пулăшаççĕ.
Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулта ачасем икĕ сменăпа пĕлỹ илни вĕренекенсемшĕн те, ашшĕ-амăшĕшĕн те, пĕрлех учительсемшĕн те сахал мар йывăрлăх кăларса тăратнă. Тинех ку ыйту татăлчĕ. «Вĕрентỹ» наци проекчĕпе тĕп объект çумне хушма виçĕ хутлă çурт туса хунă. Çавăн пекех киввине те çĕнетнĕ.
Шкулпа ачасем хăйсем паллаштарчĕç, вĕсем интерактивлă классем, хушма пĕлỹ илмелли майсем, спортзал пурришĕн хĕпĕртенине пытармарĕç. Уяв концертĕнче те çакна палăртрĕç.
О. ПАВЛОВА
Ноябрь 2024 |