«Авангард» хаçатăн декабрĕн 3-мĕшĕнче пичетленсе тухнă номерĕнчи А. Егорован «01» служба ĕçченĕсем пушар сỹнтерме, чăнкă телефонлисем видео ỹкерме васкаççĕ...» статйи паянхи кун чăнласах та çивĕч ыйту кăларса тăратать. Çак шухăша малалла тăсса «Килти кашни çỹп-çапа кăларар мар-ха урама...» тесшĕн. Паян социаллă сете вырнаçтарса тĕнче пĕлмелле видеосем лартнипе çыннăн хуйхине пĕчĕклетме, çăмăллатма çук. Çакна пурте ăнланатпăр. Усал хыпар ыратакан сурана тăвар сапни çеç пулать тесех калас килет. Ун пек инкек-синкекрен пурне те Турă сыхлатăрах паллах. Интернетра пушарта пысăк шар курнă çемье пирки «репортаж» кăларнă хыççăнах çынсем пĕрин хыççăн тепри вĕсене пулăшма васкани пирки те иккĕленетĕп. Пытарма кирлĕ мар, хальхи вăхăтра ыр кăмăллăх, чунлăх, çынлăх, сăпайлăх, хĕрхенỹ... тата ытти пархатарлă туйăмсем хавшаса пыраççĕ. Анчах инкекре алă тăсса паракансем те çук мар. Район хаçачĕн çак номерĕнчех Сăкăтри пушарта пысăк тăкак курнă çемьесене пулăшма Шăнкăртамсем çийĕнчех 160 пин тенкĕ укçа пухса пани пирки те вуласа пĕлтĕмĕр. Çак шухăша никама кỹрентерес тĕллевпе те çырмастăп, çапах та тутар ялĕнче пурăнакансем чăваш ялĕнче инкек тỹснĕ çемьесене чăн малтан укçа-тенкĕпе пулăшса хастарлăх кăтартни пуриншĕн те ырă тĕслĕх. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Минсур Валитов сăваплă та пархатарлă ĕçе йĕркеленине питĕ ырларăм.
А. ВАСИЛЬЕВА. Патăрьел ялĕ
Ноябрь 2024 |