Район администрацийĕн Пысăк залĕнче Юхмапа Пăла территоринчи сывлăх сыхлавĕпе тимлекен канашăн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Ăна çак канашăн председателĕ, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - финанс пайĕн начальникĕ Светлана Чернова ертсе пычĕ.
Çулталăк пуçланнăранпа коронавирус инфекцийĕпе чирленĕ 1228 тĕслĕхе шута илнĕ. Ноябрь уйăхĕнче чирлисемпе хутшăнура пулнă 15 çынна, 8 вĕрентỹ организацине, ытти 6 организацине медицина сăнавĕнче пулни пирки асăрхаттару панă. Çавăн пекех мобильлĕ ушкăнсем 85 суту-илỹ точкипе обществăлла апатлану вырăнĕсене тĕрĕсленĕ. COVID-19 вируса хирĕç кĕрешес ĕç малалла мĕнле пынипе Патăрьелĕнчи тĕп больницăн врачĕн çумĕ Елена Маурина тата Роспотребнадзорăн территори уйрăмĕн специалисчĕ Раиса Гаврилова паллаштарчĕç. Район администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политикин, физкультурăпа спорт управленийĕн начальникĕ Ирина Рубцова йывăр лару-тăрури тата социаллă хăрушлăхри ачасен пушă вăхăтне ирттерессипе тата вĕсене ĕçпе тивĕçтерессипе йĕркелекен мероприятисем пирки каласа кăтартрĕ. Вĕрентỹ учрежденийĕсенче "хăрушлăх ушкăнĕнчи" ачасене, пĕр сăлтавсăр уроксене сиктерекен вĕренекенсене, пĕрлех сахал тупăшлă, нумай ачаллă тата тулли мар çемьесене куçран вĕçертмеççĕ. Декабрĕн 1-мĕшĕ тĕлне 13 ачана çул çитменнисен комиссийĕ, 43-не шкулта шута илнĕ, ăнăçсăр çемьесенче 43 ача пурăнать. Вĕсене пурне те тĕрлĕ кружока, секцие явăçтарнă, обществăлла воспитательсем пăхса тăраççĕ.
Массăллă информаци хатĕрĕн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри - сывă пурнăç йĕркине пропагандăласси. Районта тухса тăракан "Авангард" хаçатшăн та ку тема ют мар, кашни номерте тенĕ пекех спортпа, сывлăха упрассипе, эрех-сăрана, пируса, наркотике сивлессипе материалсем пичетленеççĕ. Александр Козлов тĕп редактор пĕлтернĕ тăрăх, çулталăк пуçланнăранпа 164 статья кун çути курнă.
Ларура халăх сывлăхне упрассипе тата ăна çирĕплетессипе ытларах ĕçлемеллине, тивĕçлĕ йышăнусем тумаллине палăртса хăварчĕç.
(Хамăр корр.)
Ноябрь 2024 |