КОРОНАВИРУСРАН сыхланас тĕллевпе организма вакцина яни чир ересрен чи шанчăклă хỹтĕлев мелĕ пулнине çынсем ĕненсе те шанса пыраççĕ. Çак тĕллевпе юлашки вăхăтра вырăнсенчи сиплев учрежденийĕсене прививкăна килекенсем йышлă пулни те çирĕплетет. Вĕсем хушшинче аслăрах çулхисем те, çамрăксем те пур. Нăрваш Шăхаль врач амбулаторийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, кăçал ку таранччен кунта 650ăн усал чиртен хỹтĕленсе укол тутарнă. Аса илтеретпĕр: районти тĕп больницăри медицина сестрисен мобильлĕ ушкăнĕ кашни эрнерех çирĕплетнĕ графикпа вырăнсене тухса çак тĕллевпе пациентсен ыйтăвне тивĕçтерет, прививка тăвать.
Ноябрь 2024 |