Пỹремеч çиме питĕ тутлă, ярăнма вара теветкеллĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 17.12.2021, 13:46 Просмотров: 233

ХАЛЬХИ вăхăтра вырăссен "ватрушка" текен сăмахне аса илсен пĕрисен куç умне сĕтел çинчи кăпăшка тăпăрчă пỹремечĕ, теприсенне вара вĕрсе хăпартнă лаптак резина мечĕк тухса тăрать пулĕ. Темиçе çул каялла çеç сăрт айккинчен шуса анакан çунасене улăштарнă çак ярăнчăк паян ача-пăчана çеç мар, аслисене те хăйĕн "серепине" тыткăнларĕ. Вăл вара савăнăç çеç кỹмест, инкек-синкек те кăларса тăратма пултарать. Пỹремечпе сăртран ярăнакансем ывтăнса кайса алă-урине хуçма та, суранланма та пултараççĕ. Пирĕн районта ун валли ятарлă ярăнмалли вырăн çук. Çапах та çулсеренех Треньелĕнчи çыран хĕрринчи çỹллĕ вырăнтан ярăнакансен хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнмаллах. Хĕл уйăхĕ пуçланнă çеç пулин те республикăра "ватрушка" мăшкăлĕ пулнă тĕслĕхсем пур. Ачасем больницăра выртмаллах суранланнă.

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика