Çак кунсенче Юхмапа Пăла тăрăхĕнче Чăваш Республикин Юстици енĕпе ĕçлекен патшалăх службин ертỹçин çумĕ Игорь Михайлов ĕçлĕ çул çỹревпе пулнă май район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - финанс пайĕн начальникĕ Светлана Чернова, Патăрьел районĕн пуçлăхĕ, районти тĕп больницăн тĕп врачĕ Николай Тинюков хутшăннипе район администрацийĕн структура подразделенийĕсен, социаллă службăсен ертỹçисемпе, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе республикăра социаллă хỹтлĕхсĕр граждансене тỹлевсĕр юридика консультацийĕ парасси пирки право сехечĕ ирттерчĕ.
Чăваш Республикинче граждансен 47 тĕрлĕ категорийĕ тỹлевсĕр мелпе квалификациллĕ юридика пулăшăвĕ илет. Конкретлă лару-тăрăва, республикăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне шута илсе çакнашкал пулăшусен шучĕ ỹссех пырать. 2021 çулта республикăра юридика пулăшăвĕн тỹлевсĕр институтне аталантарас, социаллă хỹтлĕхсĕр граждансене тỹлевсĕр пулăшу парас тĕлĕшпе "вăрçă ачисене", Раççейĕн тата СССРăн хисеплĕ донорĕсене, Чернобыльти аваринче шар курнисене тата ыттисене те кирлĕ консультаци панă. Çавăн пекех Игорь Михайлов малашне çак пулăшăва нумай функциллĕ центр (МФЦ) урлă пурнăçлама май пулнине пĕлтерчĕ.
Ĕçлĕ тĕл пулу вăхăтĕнче Пĕтĕм Раççейри "Лучшая муниципальная практика" конкурсăн регионти этапĕнче "Градостроительная политика, обеспечение благоприятной среды жизнедеятельности населения и развитие жилищно-коммунального хозяйства" номинаципе мала тухнă Сăкăт ял тăрăхне (ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Л. Чернов) тата "Модернизация городского хозяйства посредством внедрения цифровых технологий и платформенных решений ("умный город")" номинаципе виççĕмĕш вырăн йышăннă Патăрьел ял тăрăхне (ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н. Ялуков) дипломпа чысларĕç.
(Хамăр корр.).
Ноябрь 2024 |