Çĕнĕ çулпа Раштав уявĕсем пăтăрмахсăр, инкек-синкексĕр, пысăк тăкаксăр иртсе кайччăр тесен пурин те йĕркене, саккуна пăхăнма тивет. Эпĕ чăн малтанах çакна палăртса хăварасшăн. Чăваш Республикин çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствин приказĕпе килĕшỹллĕн Çĕнĕ çул умĕн ешĕл чăрăша е хыр йывăçне саккуна пăсса касакансене сыхлас тĕллевпе декабрĕн 20-мĕшĕнчен хурала тата ытларах вăйлатма йышăннă.
Ку тĕлĕшпе çак ведомствăна пăхăнса тăракан "Вăрман хуралĕ" ("Лесная охрана") хысна учрежденийĕн ĕçченĕсем шалти ĕçсен сотрудникĕсемпе пĕрле тăтăшах рейда тухаççĕ, çынсемпе тĕл пулса çут çанталăка сиен кỹмелле марри çинчен калаçусем йĕркелеççĕ.
Аса илтеретпĕр: саккуна пăхăнмасăр вăрмантан чăрăш каснă граждансене 3-4 пин тенкĕ, должноçрисене 20-40 пин тенкĕ, юридика сăпатĕнчисене 200-300 пин тенкĕ штраф параççĕ. Унсăр пуçне вăрман фондне тăкак кỹнĕшĕн тата 2-3 пин тенкĕ тỹлеме тивет. Енчен те вăл çут çанталăкăн ятарлă сыхлакан территорийĕнче ỹсет пулсан тата ытларах - 3-6 пин тенкĕ кăларса хума тивет.
Вăрман сăтăрçине административлă майпа айăпланисĕр пуçне ăна уголовлă яваплăх та тыттарма пултараççĕ. Çут çанталăка 5 пин тенкĕрен ытларах сиен кỹнисен ячĕпе уголовлă ĕç пуçараççĕ. Урăхла каласан, ешĕл чăрăш пысăк намăс ан кăтарттăр тесен пурин те саккуна çирĕп пăхăнмаллах.
Г. ФОМИН, Чăваш Республикинчи çут çанталăк министерствин "Вăрман хуралĕ" хысна учрежденийĕн Шăмăршă лесничествин лесничийĕ.
Ноябрь 2024 |