Иртсе пыракан 2021 çул Çĕньял ял тăрăхĕшĕн чылай асра юлакан пулăмпа çырăнса юлĕ. Кунта уйрăм хастарсен пуçарăвĕпе, халăх вăйĕпе ялсене тирпей-илем, хăтлăх кĕртессипе те, чăваш халăхĕн культурине малалла аталантарассипе те сахал мар ĕç турĕç. Вĕсенчен пĕри нумай нулмасть çеç ял-йышпа савăнăçа пĕрле пайланă "Илем" халăх ансамблĕн 30 çулхи юбилейĕ.
Ватти-вĕттине хавхалану кỹрекен ансамблĕн çуралнă кунĕ ячĕпе йĕркеленĕ мероприятие яланхи пекех ял клубне йышлă халăх пуçтарăнчĕ. Çĕньял ял тăрăхне çеç мар, хăйĕн юрри-ташшипе района, республикăна илем кỹрекен "Илем" фольклор ушкăнĕ сцена çине тухса "Хура лаша ан хартлат" пĕрремĕш юрра мăнаçлăн тăсса янă хыççăнах куракансем артистсене тăвăллăн алă çупса йышăнни ансамбль ял-йыш умĕнче пысăк хисеп çĕнсе илнине тепĕр хут çирĕплетсе пачĕ.
30 çул историшĕн пысăк паллă тееймĕн. Çапах та ансамбль пурнăçĕнче çак тапхăрта питĕ нумай улшăну пулса иртнĕ. Артистсен ушкăнне пĕрисем килнĕ, теприсем кайнă (пурнăçран уйрăлнисем те пур) темелле. Ансамбль кун çути курнăранпах художество пултарулăх ертỹçи пулса тăрăшакан Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Владимир Антонов ял-йыша уяв ячĕпе саламланă май, çак тапхăрта артистсен йышĕнче 120 çын ытла пулнине пĕлтерчĕ! Çакă Çĕньялсем чăннипех те пурнăçра хăйсем валли "чун апатне" тупма пĕлнине, юрра-ташша юратнине кăтартса парать. Хальхи вăхăтра "Илем" халăх фольклор ансамбльне Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Владимир Верликов ертсе пырать.
- Çĕньялта пултарулăх ушкăнне иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенчех шкул директорĕ, Ленин орденĕн кавалерĕ Емельян Нестеров хастар педагог йĕркелесе янă пулнă. Тĕрлĕ сăлтавпа вăл нумай вăхăт ĕçлеймен. 1991 çулхи ноябрь уйăхĕнче ялти хĕрарăмсен канашĕн пуçарăвĕпе (эпĕ унăн председателĕ пулнă) ялти клубра сивĕ пулнипе ĕçлеме май çуккине пăхмасăрах ансамбль йĕркелерĕмĕр. Çавăнтанпа эпир сцена çинчен анман темелле. Тĕрлĕ шайри фестиваль, конкурса хутшăнса нумай Хисеп грамотине, диплома тивĕçрĕмĕр. Паян çак ушкăнта сценăна илем кỹрекен тĕрлĕ çулхи тата тĕрлĕ профессиллĕ 16 çынран 9-шĕ ансамбль йĕркеленнĕренпех клуба утать. Вăл шутра эпĕ те çавах. Пирĕн тĕп тĕллев - халăх йăли-йĕркине пухса, упраса, çамрăксене вĕрентсе хăварасси, районти, республикăри ентешсемпе творчествăлла çыхăну тытасси,-терĕ Çĕньял ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Мария Мадюкова пурне те уяв ячĕпе саламланă май.
Çĕньялсене "Илем" фольклор ансамблĕ 30 çул тултарнă ятпа Патăрьел район администрацийĕн культура, социаллă аталанупа туризм пайĕн начальникĕ Н. Никитина, районти централизациленĕ клуб системин халăх пултарулăхĕ енĕпе ĕçлекен методисчĕ А. Пузырникова тата ытти хăнасем те саламларĕç, малашне те сцена илемĕ пулма пысăк хастарлăх сунчĕç. Çавăн пекех пултаруллă юрă-ташă ăстисене тĕрлĕ шайри Хисеп грамотипе чысларĕç.
А. ЕГОРОВА.
Ноябрь 2024 |