ЮХМАПА Пăла тăрăхĕнчи Алманчăсем çывхарса килекен Кăшарнире ял çыннисен пысăк хастарлăхĕпе кĕске вăхăтрах туса пĕтернĕ çĕнĕ купельте шыва кĕрсе тасалма ĕмĕтленеççĕ. Çак тĕллевпе нумай пулмасть ялти чиркỹ настоятелĕ Олег Смирнов иерей ытти пачăшкăсемпе пĕрле ăна сăвапланă, Турра ĕненекенсене типĕ тытса çылăхсенчен тасалма пил панă. Мероприятие Алманчă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владимир Киргизов, район администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕн начальникĕ Ирина Рубцова ял-йыш хутшăннă.
Сăмах май каласан, купельте шыва кĕмелли вырăна мĕн пур хăрушсăрлăх йĕркине шута илсе тунă, хывăнса-тăхăнмалли кĕтес те пур.
Ноябрь 2024 |