Çул çинче инкек ан пултăр тесе çул-йĕр паллисене çирĕплетнĕ. Водительсемпе çуран çỹрекенсем еплерех пăхăннине автоинспекторсем те сăнаса тăраççĕ. Анчах çул-йĕр паллисене пăхăнманнисем час-часах сусăрланаççĕ е вилеççĕ. Ытларах чухне 7-14 çулсенчи яш-кĕрĕм нуша курать. Сусăрланнисенчен 30 проценчĕ ачасем шутланаççĕ. Е çĕршывра куллен 14 çула çитмен 8 арçын ачапа 8 хĕрачан пурнăçĕ татăлать.
Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкула çỹрекен çитĕнекен ăру ан сусăрлантăр тесе ОБЖ урокĕсенче çул-йĕр правилисене вĕренетпĕр. Çавăн пекех конкурссем, викторинăсем ирттеретпĕр, инструктаж паратпăр. Ашшĕ-амăшĕпе, инспекторсемпе тĕл пулусем йĕркелетпĕр.
Çутта хирĕç çутатакан хатĕрсемпе усă курмаллине калатпăр. Çул урлă палăртнă вырăнтан çеç каçмаллине аса илтеретпĕр. Çаксене вĕренекенсем ăша хываççĕ. Шкул ачисем валли администраци "Добрая Дорога Детства" хаçат çырăнать. Класс ертỹçисем унтан кирлĕ материалсем илеççĕ, ачасем ушкăнпа ларса вулаççĕ.
Водительсем çул çинче хăвăртлăха ỹстерни, тротуарсене вăхăтра тăварпа хăйăр хутăшĕ сапманни, çулсене тасатса тăманни те инкек патне илсе çитерет. Çак вăхăтра тата çул çине ỹкернĕ йĕрсем те (разделительная полоса) йĕркеллĕ курăнмаççĕ. Çавах та тимлĕхе çухатас марччĕ. Çул йăнăша каçармасть.
В. АНТИПОВ
Ноябрь 2024 |