ÇĔНĔ ÇУЛПА РАШТАВ уявĕсем çывхарса пыни пĕрисемшĕн савăнăç, теприсемшĕн пăшăрхану та пулма пултарать. Çак кунсенче çеç МИХ хатĕрĕсенче Шупашкарти виçĕ ватă ултавçăсен серепине çакланнăран укçасăр тăрса юлнă пирки çырчĕç. Йĕрке хуралĕн сотрудникĕсем çакскерсем "кĕмĕлне" хăйсен аллипех кăларса тыттарнине ĕнентереççĕ. 66-85 çулсенчи кинемейсем хăйсене тăванĕсем çул çинче машинăпа инкеке лекнĕ тесе шăнкăравласа пĕлтернĕ хыççăн çийĕнчех вĕсене пулăшас тĕллевпе "курьера" çур миллиона яхăн укçа алăранах тыттарса янă. Ултавçăсем ĕнентернĕ тăрăх унсăрăн инкеке çакланнисен ячĕпе ĕç пуçараççĕ-мĕн. Хыпăнса ỹкнĕ ватăсем тăванĕсем пирки шăнкăравласа пĕлес вырăнне вĕсене тỹрех укçа парса янă.
Ноябрь 2024 |