Кивĕ çула ăсатса çĕннине хапăл тунă тапхăрта кашниех иртсе пыракан çулталăка тишкерет, кирлĕ пĕтĕмлетỹ тăвать, малашлăх тĕллевсене палăртать. Ырă йăлана малалла тăсса çывхарса килекен Çĕнĕ çул умĕн район администрацийĕн пуçлăхĕпе Рудольф Селивановпа тĕл пултăмăр, ял çыннин хăтлă пурнăçĕшĕн, ырлăхĕшĕн тунă ĕçсем, малашнехи тĕллевсем пирки калаçу пуçартăмăр. –
Рудольф Васильевич, историе çырăнса юлакан 2021 çула эсир мĕнлерех хак паратăр? Коронавирус пандемийĕ "ура хурса пынине" пăхмасăр маларах палăртса хунă ĕçсене туллин пурнăçлама май килчĕ-и?
- Пĕтĕмĕшле илсен иртсе пыракан çулталăк пирĕншĕн çеç мар, пĕтĕм тĕнчешĕн çăмăл пулмарĕ. Чăн малтанах пандеми сăлтавĕ халăхпа курнăçма, тĕрлĕрен ыйтăва сỹтсе явма чăрмав кỹчĕ, организаци-предприятисем те тулли хăватпа ĕçлеймерĕç тата ытти те. Çак йывăрлăхсене пăхмасăр усал чире пĕрлехи вăйпа тата пысăк ăнланулăхпа парăнтарса пынипе пĕрлех 2021 çулта хамăр умма лартнă тĕллевсене пурне те пурнăçларăмăр, федераци, республика программисемпе хута яма палăртнă объектсене пурне те ĕçе кĕртрĕмĕр. Çакă пире çывхарса килекен 2022 çула таса чун-чĕрепе, пысăк ĕмĕт-тĕллевпе кĕме, халăх пурнăçне хăтлăлатмалли патшалăх программисене тата хастартарах хутшăнма, малашне те депутатсемпе, старостăсемпе, обществăлла канаш членĕсемпе, уйрăм хастарсемпе пĕр шухăшлă пулса тăрăшма хавхалантарать.
- Юхмапа Пăла тăрăхне аталанма май паракан тытăм сахал мар. Чăн малтанах эсир хăшне асăннă пулăттăр? Хальхи вăхăтра пурнăçланакан инвестици проекчĕсем пирки те кĕскен паллаштарăр-ха.
- 2020-2025 çулсенче Патăрьел районне аталантармалли комплекслă программăпа килĕшỹллĕн инфратытăмпа çыхăннă 102 проекта, 58 коммерци проектне пурнăçа кĕртмелле. Çак тапхăрта района 5 миллиарда яхăн тенкĕлĕх инвестици илсе килмелле.
Район бюджетне пуянлатса пыни пирĕн тăрăхра пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх, фермер хуçалăхĕсем, кооперативсем çултан-çул аталанса вăй илнинчен те чылай килет. Хамăр енчен эпир вĕсене пулăшса пыма, республика, федераци шайĕнчи программăсене вăхăтра явăçтарма, паянхи кун халăха кирлĕ объексем уçма пулăшатпăр.
Районта 1095 предприниматель хăйĕн ĕçĕпе тăрăшать. Вĕсенчен ытларахăшĕ ял хуçалăхĕнче вăй хурать. Районта çулталăк тăршшĕпе çак отрасльте çеç 5 инвестици проектне пурнăçа кĕртсе тырă управĕсем хута кайрĕç, сакăр инвестици проекчĕпе выльăх-чĕрлĕхе самăртмалли, тата ĕне фермисем турĕç тата ытти те. Кăçал çеç выльăх-чĕрлĕхе пусса тирпейлемелли виçĕ цех çынсене çĕнĕ ĕç вырăнĕсем туса пачĕ. Вăл шутра талăкра 100 сысна пусса тирпейлекен "Батырь" кооператив та. Сăмах май каласан, малашне сысна аш-какайне вырăнтах тирпейлеме, хамăрăн бюджета тата ытларах пуянлатма май парĕ.
Патăрьел районĕ республикăра ирттерекен грант конкурсне хастар хутшăнакан муниципалитетсенчен пĕри. Кăçал районти хуçалăхсене мĕн пур шайри бюджетран 255 миллион тенкĕ кĕнĕ пулсан, вĕсенчен 126 миллионĕ - ("Çемье фермерĕ", "Агростартап", "Перспектива" программăсемпе, кооперативăн пурлăхпа техника базине аталантармалли программа) патшалăх гранчĕ.
Çывăх тапхăрта районăн экономикине аталантарас тĕллевпе пурнăçламалли проектсем пирĕн умма çивĕч ыйтусем лартаççĕ. Акă, 2022 çулхи иккĕмĕш кварталта талăкра 100 тонна сĕте тирпейлекен "Молочные зори" кооператив хута каймалла. Малашне унăн хăватне ỹстерсе пырса районта туса илекен мĕн пур продукцие çак заводра йышăнма майсем пур. Урăхла каласан, хамăр çитĕнтерсе илекен ял хуçалăх, выльăх-чĕрлĕх продукчĕсене вырăнтах вырнаçтарма, тирпейлеме пултарни ял халăхĕшĕн малашне пысăк çăмăллăх пулĕ, çав шутрах çĕнĕ ĕç вырăнĕсем те уçăлĕç.
- Рудольф Васильевич, Патăрьел районĕн ĕçчен те пултаруллă çыннисем хура çĕрĕн ырлăхĕпе туллин усă курни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Кăçалхи ял хуçалăх çулне пĕтĕмлетсе мĕнле хак панă пулăттăр-ши?
- Хура çĕрĕн ырлăхĕ - ял халăхĕн пурлăхĕ теççĕ. Ку чăнах та çапла. Çĕр ĕçченĕсемшĕн кăçалхи çулталăк ăнăçлах пулмарĕ пулин те, чылайăшĕ çак йывăрлăхра пысăках тăкак тỹсмерĕ. Тĕш тырăпа пахча çимĕç хакĕсем хамăр кĕтекен тупăша саплаштарчĕç тесен те юрать. Фермер хуçалăхĕсемпе кооперативсем инçекурăмлă пулса кăçалхи евĕр типĕ çанталăкра шăвармалли агрегатсемпе усă курни те пысăк çăлăнăç пулчĕ, "иккĕмĕш çăкăр" уйрăм хуçалăхсенче начар мар тухăç пачĕ.
- Пахча çимĕçе туса илнипе çеç мар, ăна тупăшлă вырнаçтарма та пĕлмелле. Районăн "бренчĕ" шутланакан сухан-севокпа ĕçлекенсем ку тĕлĕшпе хăйсен çулне мĕнле уçса пыраççĕ-ши?
- Çĕршывра туса илекен сухан-севокăн 40-45 проценчĕ пирĕн районăн тỹпи темелле. Çакă, паллах, савăнтарать çеç мар, пысăк мăнаçлăх та. Çĕр ĕçченĕсем çак культурăна çитĕнтерме те, упрама та вĕренсе çитрĕç. Районта сухан-севок туса илес тĕллевпе тимлекен кооперативсем çак культурăна хальхи çĕнĕ технологипе усă курса çитĕнтерни чăннипех те пысăк утăм. Малашне уйрăм хушма хуçалăхра хăйсен çĕрĕ çинче сухан-севок çитĕнтерекен çемьесем шăпах çакнашкал кооперативсем çумне пĕрлешсе хăйсем туса илекен продукцие шанчăклăн вырнаçтарма пултараççĕ.
- Ырлăх та, пурлăх та хăй тĕллĕн пулмасть. Патăрьелсем сывлăх сыхлавĕнче, вĕрентỹре, спорта аталантарас тата ытти ĕçре те курăмлă ỹсĕмсем туса пыраççĕ. Ку тĕлĕшпе 2021 çул та маларахрисем пекех ăнăçлă пулчĕ темелле...
- Çапла, бюджетăн пĕчĕкех мар пайĕ социаллă ыйтусене татса пама, пурнăç условийĕсене лайăхлатма кайса пырать. Тĕп вырăнта яланах халăх, унăн ырă малашлăхĕпе çыхăннă пурнăçĕ. Тавах паянхи кун пĕр тĕллевпе ĕçлекен ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене, организаци-предприяти ертỹçисене, халăха кирек мĕнле ыйтăва та ăнланса татса пама пулăшнăшăн.
Районта ку таранччен пĕр кунта пилĕк ФАП уçăлни пулманччĕ. Ку тĕлĕшпе 2021 çул ырă пулăмпа çырăнса юлчĕ. Нумай пулмасть çеç (декабрĕн 6-мĕшĕнче) "Сывлăх" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн Ишлĕре, Каншелĕнче, Треньелĕнче, Тăрăнта тата Кĕçĕн Патăрьелĕнче паянхи пурнăç условине тивĕçтерекен сиплев учрежденийĕсем хута кайрĕç. Çак кунхинех Шăнкăртамри иккĕмĕш врач амбулаторине уçрăмăр, çак ялтах "Вĕрентỹ" наци проекчĕпе юсаса çĕнетнĕ пĕлỹ çуртне тата 120 ача валли хушма здание те хăю касса кĕтĕмĕр. Паян кунта ачасене вĕренме, аталанма, сывлăха çирĕплетме условисем хуларинчен кая мар. Ачасемпе вĕрентекенсенчен пысăк çитĕнỹ çеç кĕтетпĕр. "Вĕрентỹ" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн юлашки икĕ çулта вĕрентỹ учрежденийĕсем тăвас, вĕсене юсас тата пурлăхпа техника базине çирĕплетес тĕллевпе 240 миллион тенкĕ ытла укçа-тенкĕ кайнă.
Çавăн пекех районти культура çурчĕсене çĕнетес, юсас, халăха канма кирлĕ услови туса парас тĕллевпе те çулсеренех тĕрлĕрен программăпа ырă улшăнусем тума тăрăшатпăр. 2021 çулта çак тĕллевпе 17 миллиона яхăн укçа-тенкĕ уйăрнă. Вĕсенчен кăçалхи пысăк ĕçсенчен пĕри - "Культурная среда" федераци программипе килĕшỹллĕн Нăрваш Шăхалĕнчи культура çуртне тĕпрен юсаса çĕнетни пулчĕ. Тăрăн тата Ульяновка ялĕсенчи клубсенче те юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Районти культура çурчĕсене модернизацилессипе, вĕсене çĕнĕ тумпа, аппаратурăпа тивĕçтерессипе те чылай ĕçлесе пыратпăр. Кашни ялтах культура вучахĕ çынсемшĕн ăшă, çутă, таса пулни çеç çителĕксĕр, вĕсем халăхшăн чăн-чăн кану вырăнĕсем пулччăр.
- Вырăнсенче инфратытăма аталантармалли, халăх пурнăçне хăтлăлатмалли программăсем пурнăçа кĕрсе пынисĕр пуçне çамрăксем тăван тăрăхрах юлччăр тесе мĕнлерех ĕçсем пурнăçа кĕрсе пыраççĕ?
- Ял аталансан çĕршыв та çирĕп пулать. Ман шутпа, çамрăксем вырăнтах тĕпленччĕр тесен ĕç вырăнĕ çеç туса пани те çителĕксĕр. Вĕсене ача садĕнченех, шкул саккинченех тăван яла, тăван чĕлхене юратма, хисеплеме, хальхи вăхăтра яла юлсах тĕрлĕ майпа бизнеса аталантарма, фермер хуçалăхĕсем, кооперативсем уçма май пулнине ăнлантармалла, вĕрентмелле. Правительство шайĕнче шкулсенче агроклассем уçнине те çавăнпах çыхăнтармалла. Çавăнпа та çитĕнекен ăру ялтах юлтăр, çемье çавăртăр тесе эпир вĕсене мĕн пур майпа пулăшма тăрăшатпăр.
- Юлашки çулсенче район администрацийĕ тĕрлĕрен республикăпа ĕçлĕ çыхăну тытать. "Туслăх кĕперĕ" çирĕп пулни пĕр-пĕрин ĕç опычĕпе паллашнипе пĕрлех ытти ыйтусене татса пама та пулăшать-тĕр...
- Паллах. Килĕштерсе ĕçлесен кимĕ те карап пулать тенĕ ваттисем. Çапла пултăр тесен хамăр тавра курăма анлăлатни, ĕç опытне пуянлатни, пархатарлă ĕçсене вырăнта усă курни кирлех тесе шутлатăп. Çак тĕллевпех эпир кăçал пĕчĕкех мар ушкăнпа Крым Республикинчи Бахчисарай районне кайса килтĕмĕр, туслă çыхăнăва малалла тăсмалли пирки калакан килĕшĕве алă пусрăмăр. Аякри туссенчен пирĕн чăн малтанах туризма аталантарас тĕлĕшпе вĕренмелли чылай. Район малашлăхĕшĕн вăл кирлех. Тутарстан Республикинчи Теччĕ районĕпе туслă çыхăнăва малалла тăсни агробизнеса çул уçма пулăшать. Пурнăçра шанчăклă тус-юлташ пулсан хăвна яланах телейлĕ туятăн. Пирĕн ĕçре те çавах. Çыхăнăва анлăлатни районăн аталану çулне пуянлатма çеç пулăшĕ.
- Рудольф Васильевич, ман шутпа хаçат вулаканĕ сиртен кĕтекен тепĕр хурав - "Таса шыв" ыйтăвĕ...
- Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев 2020 çулта шыв ыйтăвне тепĕр хут хускатнă хыççăн кăçал вăл чăнласах та вырăнтан тапранчĕ. Республикăри виçĕ районти (Патăрьел, Шăмăршă, Комсомольски) халăха пахалăхлă шывпа тивĕçтересси "Экологи" наци проекчĕн тытăмĕнчи "Таса шыв" проектпа килĕшỹллĕн пурнăçланать. Хальхи вăхăтра ялсене шыв çулне çитермелли проектсем хатĕрлес ĕç пырать. Районта шыв çулĕ 155 çухрăм тăсăлмалла. Ăна 11 тапхăрпа ĕçлеме палăртнă.
- Тавах сире, Рудольф Васильевич, уçă калаçушăн. Район ĕçченĕсене Çĕнĕ çул умĕн мĕн суннă пулăттăр?
- -Чăн малтанах çирĕп сывлăх. Паян вăл пуриншĕн те нихçанхинчен пĕлтерĕшлĕ. Çĕнĕ çул кашни çемьене савăнăç, телей илсе килтĕр, ĕмĕтленнисем пурнăçа кĕччĕр. 2022 çулта та пĕрлехи вăйпа, пысăк хавхаланупа малалла ăнтăлар!
А. ЕГОРОВА калаçнă.
Ноябрь 2024 |