Вĕрентекенсем те олимпиада призерĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 11.01.2022, 09:17 Просмотров: 317

Шкулта вĕренекен ачасене тарăн пĕлỹ, тĕрĕс воспитани парас тесен педагогсен хăйсен те кун-çул уттипе пымалла. Уроксене çỹллĕ шайра ирттерме тăрăшмалла. Çитĕнекен ăрăва предмета юратса вĕренес çулпа ертсе каймалла. Унсăрăн епле пултăр. Вĕсен ĕçне вĕренỹ çулĕ вĕçĕнче пĕтĕмлетме пулать. Пултаруллă ачасене район, регион шайĕнчи конкурссемпе олимпиадăсене явăçтарни те педагогсен тăрăшулăхне палăртать. Теприсем вара вĕсене тупăшусене хутшăнтарнипе çеç çырлахмаççĕ, хăйсем те професси маçтăрлăхне палăртакан конкурссене явăçаççĕ. Ку хутĕнче те çаплах пулчĕ. Аслă Чементи вăтам шкулти педагогсем республикăри вĕрентỹ институчĕ йĕркеленĕ предмет олимпиадисене хутшăнчĕç. Унтан акăлчан чĕлхипе пĕлỹ паракан Н.Кошелевăпа вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен А.Сергеева призер пулса таврăнчĕç.

Архив материалов

Декабрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Яндекс.Метрика