Василий Алексеев - "Çулталăк меценачĕ - 2021"

Категория: Публикации Опубликовано: 11.01.2022, 09:19 Просмотров: 327

Ыр кăмăллăха, спонсорла ĕç-хĕле, çавăн пекех районăн социаллă пурнăçĕпе экономикине тата культурăна аталантарассишĕн тивĕçлĕ тỹпе хывнă организацисене, предприятисене, предпринимательсемпе граждансене хавхалантарас тĕллевпе районта 2017 çултанпа "Çулталăк меценатне" палăртаççĕ. Конкурса Юхмапа Пăла тăрăхĕн экономика, социаллă тата культура пурнăçĕн ыйтăвĕсемпе ĕçлекен, пысăк çитĕнỹсем тунă, ыр кăмăллăхпа палăрнă организаци-предприяти, предпринимательсем, уйрăм çынсем хутшăнма пултараççĕ.

Сумлă ята халиччен "РЕМИСС" пĕрлешĕвĕн директорĕ, Кзыл Камышра çуралса ỹснĕ Минхайдар Юсупов, "Лента" пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорĕ, Анат Чакă хĕрĕ Роза Иванова, "ТАИФ" компани ушкăнĕн тĕп директорĕн экономикăпа финанс енĕпе ĕçлекен çумĕ, Кзыл Чишмара кун çути курнă Гузелия Сафина, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ, фермер хуçалăх ертỹçи, Ыхра Çырминче пурăнакан Решит Санзяпов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, "Шупашкарти эрех завочĕ" пĕрлешĕвĕн генеральнăй директорĕ, Пăлапуç Пашьелĕнче çуралса ỹснĕ Олег Мешков тивĕçнĕччĕ. 2021 çул пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх "Çулталăк меценачĕ" хисеплĕ ятпа "Батырь" коператив председательне Василий Алексеева чысланă.

О. ПАВЛОВА

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика