ÇАК пăтăрмах Патăрьелĕнчи "Юхма" пасарта пулса иртнĕ. Раштав кунхине Тутарстан арçынни тумтир туянма пуçланă-мĕн. Ăна тăхăнса пăхнă вăхăтра укçипе документсем упранакан енчĕкне сак çине хунă. Хыпаланнă май çакскер ăна илме маннă та кайнă. Хăй тухса кайнă. Аса илсен вăл каялла та чупса çитнĕ, анчах хунă вырăнта нимĕн те пулман...
30 çулхи арçын çийĕнчех çакăн пирки йĕрке хуралне пĕлтернĕ. Оперативлă следстви ушкăнĕ ĕç-пуçа уçăмлатнă вăхăтра общество туалетĕнче енчĕк тупни пирки хыпар çитнĕ. Анчах унта документсем çеç пулнă, укçи (21 пин) "ураланнă".
Вăрă ĕçне видеокамера пайăрлатма пулăшнă. Павильона арçын хыççăн 50 çултан иртнĕ хĕрарăм кĕни палăрнă. Вăл пĕр турткаланса тăмасăрах арçынна енчĕкре пулнă укçине тавăрса панă.
Ноябрь 2024 |