Кăшарнинче сакăр çĕрте шыва кĕрĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 18.01.2022, 12:47 Просмотров: 266

 ЫРАН, январĕн19-мĕшĕнче православи тĕнне ĕненекенсем Иисус Христос шыва кĕнине паллă тăваççĕ. Крещени - Турра ĕненекенсемшĕн 12 аслă уявсенчен пĕри. Паян, Кăшарни умĕн, чиркĕве çỹрекенсем кунĕпех типĕ тытаççĕ, каçхине вара вăй-хăват çитерекенсем сăвапланă ваксенче шыва кĕрсе тасалаççĕ.

 Тĕн уявĕн ырă йăлине малалла тăсса районти сакăр ялта вак касса çынсене шыва кĕмелли вырăнсем хатĕрленĕ. Иртнĕ çул Алманчăра халăх вăйĕпе туса лартнă Руçе тĕне кĕртекен тата Туррăн халăхне çутта кăларакан Владимир аслă князь ячĕпе хисепленекен купельте çынсем уяв ячĕпе пĕрремĕш хут шыва кĕреççĕ. Çавăн пекех Тăрăнта Петрпа Павел апостолсен ячĕпе хисепленекен, Çăл Атăкра, Чăваш Ишекĕнче, Патăрьелĕнче, Турханта, Сителте, Сăкăтра Мирун кỹллинче ятарласа вак каснă вырăнсенче те çынсем çылăхсенчен тасалас тĕллевпе чỹхенсе тухма пултараççĕ. Район администрацийĕн ятарлă программăсен пайĕн специалист-эксперчĕ Григорий Каллин хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх вĕсенче пуринче те йĕрке хуралĕн, медицина службин сотрудникĕсем дежурствăра тăрĕç, чỹхенсе тухакансем валли мĕн пур услови пулĕ. Çакна та асăхаттарса хăвармалла: ятарлă ирĕк илмен ваксенче шыва кĕме юрамасть!

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика