Патăрьелĕнчи централизациленĕ библиотека системи тивĕçлĕ канăва тухнисемшĕн "чун апатне" тупмалли вырăн çеç мар, пурнăçри кичемлĕхе сирмелли ăшă вучах та. Çакна вĕсем кивĕ Çĕнĕ çул уявĕнче пенсионерсен "Савăнăç" ("Радость") клубĕн кăçалхи пĕрремĕш ларăвĕнче "Раççейри пенсионерсен союзĕн" Чăваш Республикинчи Патăрьелĕнчи вырăнти уйрăмĕн хастарĕсемпе йĕркеленĕ пĕрлехи мероприятинче тепĕр хут çирĕплетрĕç. Районăн общество пурнăçне хăйсен тỹпине хывакан асатте-асаннесем яланхиллех черетлĕ тĕл пулуран пысăк хавхаланупа саланчĕç.
Мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ-финанс пайĕн начальникĕ Светлана Чернова хутшăнчĕ, Юхмапа Пăла тăрăхĕнче аслă ăру çыннисене пĕр чăмăра пуçтаракан обществăлла организацисем пулни, клубсем тухăçлă ĕçлени, вĕсем пĕр-пĕринпе тĕл пулса калаçни, хăйсен алă ĕçĕпе, пултарулăхĕпе паллаштарни çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх пулнине палăртрĕ. Светлана Алексеевна районти пенсионерсен пĕрлĕхне ертсе пыракан Полина Логуновăна республика шайĕнчи Тав хучĕ парса чыс турĕ, малашне те хастарлăха чакармасăр ĕçлеме ăнăçу сунчĕ.
"Ватă çын - тăватă çын",- теççĕ. Çакă аслă ăру çыннисен ăсĕпе пултарулăхне, хастарлăхне хак пани. Районти пенсионерсен пĕрлĕхне ертсе пыракан Полина Логунова обществăлла организацин иртнĕ çулхи ĕçне пĕтĕмлетекен отчетра та кун пирки пĕрре мар асăнчĕ, общество пурнăçне, спорт ăмăртăвне хастар хутшăнакансене Тав хучĕпе чысларĕ. Çак хисепе Патăрьелĕнче пурăнакан тĕрĕ ăсти Светлана Кудрявцева та тивĕçрĕ. Вăл иртнĕ çул Патăрьел районĕн карттине тĕрлесе республикăра алă ăстисем хушшинче палăрчĕ. Хамăр тăрăхра пурăнакан пултаруллă пенсионерсен хастарлăхне хак паракан видеоролика - республикăри чечексен конкурсĕнчи призерăн - Сăкăтри Галина Шапкинан пахчара тата пỹртре ỹсекен çеçкесен композицине пăхма та кăсăклă пулчĕ.
Яланхи пекех уяв хаваслă та асра юлмалла иртрĕ. "Савăнăç" клуб ертỹçи Наталия Ракова Раштав, кивĕ Çĕнĕ çул, Кăшарни уявĕсен историйĕпе паллаштарчĕ, пирĕн тăрăхра вĕсене мĕнле паллă тунине каласа пачĕ. Çавра сĕтел тавра йĕркеленĕ тĕл пулура аслисем ĕлĕкхи йăласене аса илчĕç, сăвăсем каларĕç, юрларĕç...
А. НИКОЛАЕВА
Ноябрь 2024 |