Паха вăрлăх - пысăк тухăç

Категория: Публикации Опубликовано: 21.01.2022, 10:24 Просмотров: 277

Кăçал районта 35135 гектарта тĕрлĕ культура çитĕнтерме палăртнă. Çурхи ĕçсене 31290 гектарта пурнăçламалла. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем пĕтĕмĕшле лаптăкăн 52 процентне, техника культурисем - 3, çĕр улми - 1,8, пахча çимĕç - 0,2, сухан-çевок - 1,5, выльăх апачĕ валли культурăсем 41,5 процент йышăнмалла.

Иртнĕ çул 3845 гектарта кĕрхи культурăсем акса хăварнă. "Россельхозцентр" учрежденин Патăрьелĕнчи филиалĕн специалисчĕсем январĕн 17-мĕшĕнче хире тухса вĕсем юр айĕнче хăйсене мĕнле туйнине тĕрĕсленĕ. Кĕрхи культурăсен 755 гектарĕ (23 процент) - "лайăх", 2545 гектарĕ "вăтам" хĕл каçнине палăртнă.

Ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 3619 тонна (планпа пăхнинчен 109 процент) хатĕрленĕ, унтан 3335 тоннине тĕрĕслеттернĕ. "Россельхозцентр" учрежденин Патăрьелĕнчи филиалĕн специалисчĕсен алли витĕр тухнă вăрлăхсен 2338 тонни (70,1 процент) - кондициллĕ, 997 тонни (29,9 процент) тасамарлăха пула кондицие ларман. Районта пулас тухăçăн амăшне алласа тирпейлессипе 20 звено тăрăшать.

 Оригиналлă тата элита вăрлăхсем 7,7 процентпа, 1-4 репродукциллисем - 74,7, пахалăхсăррисем 17,6 процентпа танлашаççĕ.

Хальхи вăхăтра районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем вăрлăх çĕнетессипе тата улăштарассипе, пысăк пахалăхлисене туянассипе ĕçлеççĕ.

 "Красное Знамя", "Весна", "Труд" хуçалăхсенче, М. Лаврентьева фермер хуçалăхĕнче пысăк пахалăхлă вăрлăхсене сертификацилеме пикеннĕ.

 Çурхи пĕрчĕллĕ культурăсен 760 тонни, тулă 360 тонна, урпа 340, сĕлĕ 60 тонна хатĕр.

Паяна хуçалăхсенче минераллă удобрени пĕтĕмĕшле кирлинчен 46 процент е çуркунне усă курмаллинчен 55 процент (817,3 тонна) пур.

О. ПАВЛОВ

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Яндекс.Метрика